Суринам
Википедири материал
Суринам (нидерл. Suriname), официаллă ячĕ Суринам Республики (нидерл. Republiek Suriname) — Кăнтăр Америкăри патшалăх. Анăçра Гайанăпа, тухăçра Франци Гвианипе, кăнтăрта Бразилипе юнашар вырнаçнă. Çурçĕр енчи çыранĕсем Атлантика океанĕ енне тухаççĕ. Тĕп хули — Парамарибо.
[тӳрлет] Географи
Суринам — Кăнтăр Америкăри çĕр лаптăкĕпе чи пĕчĕк патшалăх шутланать. Çĕршывăн çурçĕрĕнче, Атлантика çумĕнче, патшалăхăн чылай йышĕ пурăнать. Кунта çĕр ĕçĕсемпе тăранса пурăнаççĕ. Кăнтăрта халăхĕ пурăнмасть тесен те пулать, кунта саваннăсем тата çумăрлă тропик вăрманĕсем çеç.
Экватор çумĕнче пулнăран, Суринама тропик климачĕ палăртать. Сывлăш температури пĕрпек тенĕ пекех. Çулта çумăрсен икĕ тапхăрĕ: раштавран нарăс пуçламăшĕччен тата акаран пуçласа çурла варриччен.
Çурçĕр-тухăçра пысăк шавупранăвĕ пур, ăна 1964 çулта бокситсем тунă чух нумай электроэнерги кирлĕ пирки кӳлсе хунă.
[тӳрлет] Истори
[тӳрлет] Уявĕсем
Дата | Чăвашла ячĕ | Вырăнти ят | Ăнлантаркăч |
---|---|---|---|
Кăрлач, 1 | Çĕнĕ çул | ||
Нарăс, 27 | Карнавал | Curacao Carnival | Дата улшăнать |
Çу, 1 | Ĕçчешсен кунĕ | ||
Утă, 1 | Чуралăха пĕтернин кунĕ | Keti Koti | |
Чӳк, 25 | Пăхăнманлăх кунĕ | ||
Раштав, 25 | Раштав | ||
Раштав, 26 | Твиди Кертсдаг |
Кăнтăр Америкăри патшалăхсем |
---|
Аргентина | Бразили | Боливи | Венесуэла | Гайана | Колумби | Парагвай | Перу | Суринам | Уругвай | Чили | Эквадор |
Пăхăнса тăракан çĕрсем: Фолкленд утравĕсем | Франци Гвиани |