Чĕлхе
Википедири материал
Челхе - этем ăс-тăнěнче упранакан единицăсем (сасă, морфема, сăмах, синтаксема) тата вěсемпе усă курмалли йěрке. Пуплев - чěлхепе усă курни. Чěлхепе пуплев - уйрăлми пěтěçсе ларнă ик пěрлěх.
Чěлхепе пуплеве пěр-пěринчен XX ěмěр пуçламăшěнче кăна уйăрма пуçланă.
Ытти тĕрĕк чĕлхисенче "чĕлхе" - тел [тěл]. Ку форма чăваш сăмахĕпе пĕр тымарлă.
Чĕлхе тĕсĕсем: этем чĕлхи (тĕслĕхрен, чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи), ятарласа шутласа кăларнă чĕлхе (тĕслĕхрен, эсперанто), компьютер чĕлхи (тĕслĕхрен, Паскаль) т. ыт.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тĕнчери чĕлхесен улшăнăвĕ (динамики)
Сăнаса пăхнă май, паянкуна тĕнчере пилĕк — ултă пине яхăн чĕлхе. 40 чи анлă сарăлнă чĕлхесемпе Çĕр çинчи пурăнакан иккĕ виççĕмĕш çынсем калаçаççĕ. Нумайрах китай, испани, хинди, акăлчан, вырăс, португал тата араб чĕлхисемпе усă кураççĕ. Франци чĕлхипе те чылай çын калаçать, анчах та ăна тăван чĕлхе вырăнне хуракансен шучĕ сахал.
Тĕпчевçĕсем кăтартнă тăрăх, хальхи чĕлхесен çур шучĕ XXI çĕрçуллăх варрине çитиччен çухалать. Çухалса пыракан чĕлхесен нумайăшĕ юнашар хăватлă чĕлхе хутшăнăвĕ пулнипе çĕтсе пырать, çавăнпа ĕнтĕ, пĕчĕк халăхсен тата патшалăхсăр халăх чĕлхисемшĕн паянхи коммуникациллă лару-тăру хăрушуллă пулать. Чĕлхене ачасен 70 % çеç вĕренет пулсан, вăл пĕтсе пыракан шутне кĕрет. ЮНЕСКО кăларнă «Тĕнчери пĕтсе пыракан чĕлхесен атласĕ» тĕпчев ĕçĕнче çакна палăртнă: паян Европăра 50 яхăн чĕлхене сӳнесси кĕтет.
[тӳрлет] Алăсен чĕлхи
Алăсен чĕлхи — хăлхасăр, чĕлхесĕр çынсем усă куран чĕлхи. Алăсене хуçкаласа тата мимикăпа палăртса калаçаççĕ. Хăшпĕр çĕршывсенче (АПШ-па анадăра) алăсен чĕлхисемпе (америкăри ASL алăсен чĕлхи) итлеме пултаракансем те усă кураççĕ. 1998 çулта çак курссенче 61 000 яхăн студент вĕреннĕ. Юлашки çулсенче алăсен чĕлхисене çырмалли системăсем аталанса пыраççĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Шутласа каларнă чĕлхе
- Компьютер чěлхи
- Метачěлхе
- Литература чĕлхи
- Диалект
- Ансат пуплев
- Калаçу чĕлхи