Рим шутлав йĕрки
Википедири материал
Рим шутлав йĕрки — авалхи Рим империйĕнче усă курнă тăрăмсăр шутлав йĕрки.
Рим цифрисене пирĕн эрăччен 500 çулта этрускăсем йеркелесе усă курнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Цифрăсем
Хисеп | Рим палăртăвĕ |
---|---|
1 | I |
5 | V |
10 | X |
50 | L |
100 | C |
500 | D |
1000 | M |
[тӳрлет] Тĕслĕхĕсем
Хисеп | Рим палăртăвĕ |
---|---|
0 | çук |
4 | IV (хăш чух IIII) |
8 | VIII |
9 | IX |
31 | XXXI |
46 | XLVI |
99 | XCIX |
666 | DCLXVI (пуре те уйрăмлă цифрăсем, M-сăр пуçне, пĕрин хыççăн тепри — кайăк хисепĕ) |
1989 | MCMLXXXIX |
[тӳрлет] Усă курни
Вырăс чĕлхинче, чăваш чĕлхинче те рим цифрисемпе çак чухне ус кураççĕ:
- Ĕмĕрĕн е пинçуллăхăн шучĕ: XIX ĕмĕр, пирĕн эрăччен II пинçуллăх.
- Монархăн йĕркелĕх нумерĕ: Карл V, Екатерина II.
- Нумай томлă кĕнекен нумерĕ (хăш чух — кĕнеке пайĕсен, уйрăмĕсен е пуçланисен нумерĕсем).
- Хăш кăларăмсенче — листсен нумерĕсене кĕнекен умĕнхи сăмахлăхĕпе пĕрле çыраççĕ — каçăсене тĕп текст ăшĕнче улăштарас мар тесе.
- Сехетсен циферблачĕн «ĕлĕкхи пе» палăртăвĕ (маркировки).
- Хăш уйрăмах паллă пулăмсене е шутсен пайĕсене, сăмахран: Евклидăн V постулачĕ, ССКП XXII съезчĕ.