Психологи
Википедири материал
Психологи (гр. ψυχή — ăш-вар, логос — ăслăлăх) — ăстăна тĕпчекен (ăс-тăнăн ĕç пулăмĕсемпе кăсăкланакан) ăслăлăх. Психологие пĕрмай тенĕ пекех психиатрипе пăтраштараççĕ, иккĕмĕшĕ психикăн ĕçĕ-хĕлĕн пăсăлнине тимлет.
Психологи мĕне тĕпчени пирки нумай шухăшсем тĕл пулаççĕ. Ытларах ĕнтĕ психологи чуна-вара тишкерекен тĕпчевлĕх пулать теççĕ, анчах та çакăнтан чун тĕпчевĕсене аяккалла кăларса хураççĕ. Психологи çын хăйне мĕншĕн çапла е урăхла тытнине ăнлантарса парать (чĕрчунсен хăтланăвне этологи тĕпчет). Чун вырăнне психикă терминпа усă кураççĕ.
Çапах та, тĕслĕхрен, бихевиорисчĕсем çыннăн хăтланăвне ăнлантарма пултаракан, анчах та сăнама май çук улшăнса тăракан пысăккăшсене йышăнмаççĕ, вĕсем хăтланăва хăйне тата çак хăтланăва тулаш енчен уçса-татса палăртса пыракан ĕç пулăмĕсене тĕпчеççĕ.
Социаллă психологи хăй тĕллĕ уйрăмлă тĕпчевлĕх шутланать.