Патшалăх чĕлхи
Википедири материал
Патшалăх чĕлхи (официаллă чĕлхе) — патшалăхăн çěрě-шывěсенче е саккунсемпе çирěплетсе панă урăх çěрсен пěтěмлěхěнче Конституципе е саккунсем тăрăх ытти чĕлхесемпе танлаштарсан чи çӳуллě статус панă чěлхи.
[тӳрлет] Анлăн ăнлантарса кăтартни
Патшалăх чěлхи — пуринчен малтан кашни патшалăхăн конституци чěлхи пулнине пěлтереть, çавăнпа та конституцисěр патшалăхăн патшалăх чěлхи çук. Яланах патшалăх чěлхи (е официаллă чěлхе) патшалăхри чи йышлă халăхăн (е чылай этнос ушкăнěн) чěлхи пулса тăрать.
- Çав вăхăтрах хăшпěр патшалăхсен саккунěсем тăрăх, патшалăхăн официаллă докуменчěсене (ěç хучěсене) урăх чěлхесемпе те пичетлеме хушнă.
- Тата нацин пěчěк ушкăнěн официаллă йышăннă чěлхе те пулать: çав чěлхепе ěç хучěсене тытса пыраççě, шкулта ачасене вěрентеççě (тěслěхрен, Италире сардини чěлхи е Эстонире вырăс чěлхи).
- Тěнчере пěтěм çěршывсен çурри ытла патшалăх чěлхиллě. Хăш патшалăхсенче (тěслěхрен, Албанире, Францире, Германире, Литвара) пěртен пěр патшалăх чěлхи, тепěр çěршывсенче темиçе- (тěслěхрен, Белорусире, Бельгире, Канадăра, Финляндире, Афганистанта, Парагвайра, Боливире, Индире, Швейцаринче, КАР-та).
- Ирак, Итали, Испани те Раççей çěршывěсен патшалăх чěлхи пěтěм çěршывшăн пěрре, кунсăр пуçне уйрăм çěрсен хăйсен патшалăх чěлхийěсем пур (тěслěхрен, Чăваш Енĕн- чăваш чěлхи).
- Тепěр çěршывěсен патшалăх пěртен пěр чěлхи çук, анчах та уйрăм штачěсен патшалăх чěлхи пур, тěслěхрен АПШ.
- Хăш çěршывěсен патшалăх чěлхи палăртăвě пачах çук, тěслěхрен, Австралире, Эритрейра, Люксембургра, Швецире Тувалура.
- Африка патшалăхěсем тата çавăн пекех Филиппины колони пулнă вăхăтěнчи патшалăх чěлхине (тěслěхрен, француз е акăлчан чěлхисене) хăварнă, çак çěрте пурăнакан халăхěсем урăх чěлхесемпе калаçаççě пулсан та.
- Тепěр енчен ирланди чěлхи, Ирландире пурăнакан халăхăн виççěмěш пайě çеç çав чěлхепе калаçать пулсан та, патшалăхăн пěрремěш чěлхи шутланать, акăлчан чěлхи Ирланди конституципе патшалăхăн иккěмěш чěлхи пулать.
[тӳрлет] Тĕнчери пĕрлĕх ушкăнĕсен официаллă чĕлхисем
ПНО — акăлчан, франци, нимĕç, вырăс, франци, испан, арап, китай.
Европа Канашĕ — акăлчан, франци.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Патшалăх чĕлхисен шучĕсем
- Раççей патшалăх чĕлхисен шучĕсем
- Евросоюз чĕлхисем