Инди
Википедири материал
Инди (чăвашла ăна Ĕнчĕ те теççĕ, хинди: भारत गणराज्य), — Кăнтăр Азири патшалăх. Индостан çурутравĕн ытларах пайне йышăнать. Пакистан, Китай, Непал, Бутан, Бангладеш, Мьянма патшалăхĕсем унпа юнашар вырнаçнă. Индин тинĕс чиккисем çавăн пекех Мальдив утравĕсемпе, Шри-Ланкапа, Индонезипе юнашар иртеççĕ пур. Унсăр пуçсăр Джамму тата Кашмир тавлашуллă çĕрĕсем Афганистанпа юнашар вырнаçнă.
Халăх йышĕпе Инди тĕнчере иккĕмĕш вырăна йышăнать. Индире миллиард ытла çын пурăнать. Лаптăкĕпе Инди тĕнчере çиччĕмĕш. Инди пысăк цивилизацисен çăлкуçĕ. Кунта индуизм, буддизм, сикхизм, джайнизм тĕнĕсем çуралнă. XX ĕмĕр варри таран Британи империйĕн колонийĕ пулнă. 1947 çултанпа пăхăнман патшалăх.
[тӳрлет] Пайланăвĕ
Инди 28 штатран, 6 Пĕрлĕх çĕрĕсен тата Дели халăх тĕпхули хутлăхĕнчен тăрать. Штачĕсем районсене пайланаççĕ.
[тӳрлет] Штачĕсем
- Андхра-Прадеш
- Аруначал-Прадеш
- Асам
- Бихар
- Гоа
- Гуджарат
- Джамму тата Кашмир
- Джарханд
- Хĕвеланăç Бенгали
- Карнатака
- Керала
- Мадхья-Прадеш
- Манипур
- Махараштра
- Мегхалая
- Мизорам
- Нагаланд
- Орисса
- Пенджаб
- Раджастан
- Сикким
- Тамилнад
- Трипура
- Уттаранчал
- Уттар-Прадеш
- Харьяна
- Химачал-Прадеш
- Чхаттисгарх
[тӳрлет] Пĕрлĕх çĕрĕсем:
- Андаман тата Никобар утравĕсем
- Дадрапа Нагар Хавели
- Даман тата Диу
- Лакшадвип
- Пондишери
- Чандигарх