Грек чĕлхи
Википедири материал
Грек чĕлхи, — инди-европа чĕлхисем шутне кĕрекен авалхи чĕлхесенчен пĕри. Грек ушкăнне кĕрекен пĕртен пĕр чĕлхе. Грецире тата Кипрăн грек пайĕнче вăл официаллă чĕлхе шутланать.
Ку чĕлхепе пурĕ 12 миллион патнелле çын калаçать. Ытларах пайĕпе вĕсем грексем. Çав шутрах вĕсен хушшинче эллинланнă арумынсем, мегленорумынсем, чикансем, албансем, арнаутсем пур. Греципе юнашар вырнаçнă патшалахсенче вăл халăхсем хушшинче çыхăну тытмалли чĕлхе шутне те кĕрет, сăмахран, грек чĕлхине Албанире, Румынире, Болгарире усă кураççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çыруллăхĕ
Грек чĕлхи авалхи çыруллă чĕлхе шутне кĕрет. Грек алфавичĕ фикинсен çырăвĕнчен аталаннă пулас. Чи авалхи çыруллах палăкĕсем пирĕн эрăчченхи XIV—XII ĕмĕрсенчен пыраççĕ.
[тӳрлет] Чĕлхе тапхăрĕсем
Чĕлхен çак тапхарсене уйăрмалла:
- авалхи грек чĕлхи (пирĕн эрăн V ĕмĕрччен);
- вăтам грек чĕлхи (ăна тепĕр тĕрлĕ византи чĕлхи теççĕ);
- хальхи грек чĕлхи (ХII — XXI ĕмĕрсем).