Шывай кимми
Википедири материал
Шывай кимми (акăлч. submarine) — шыв айне анма (каялла хăпаракан) тата шыв айĕнче чылай вăхăт хушши ĕçлеме пултаракан карап. Шывай киммин чи чаплă енĕ — вăрттăн çӳреме пултарни.
Тупмалли |
[тӳрлет] Карап конструкцийĕ
Шывай киммисен корпусне металран тăваççĕ, тумлам е сигарă евĕрлĕскер шыв тĕпĕнче чылай шыв пусăмне чăтса тăма пултарать. Шыв тарăнашне анма балласт цистернисене шыв тултараççĕ. Шыв айĕнче çӳле хăпарма е аяла анма тата шыв çине тухма горизонталь рулĕсем пулăшнипе балласт цистернисенчи шыва хĕссе чăмăртанă сывлăшпа е газпа (çăмăл сывлăшпа) тĕксе кăлараççĕ. Шывай киммисене шыв çинче куçса пыма атом энергиллĕ е дизеллĕ моторсем; шыв айĕнче — атомлă моторсем, электрикă аккумуляторĕсем, пĕчĕк тарăнăшра — «шнорхель» меслечĕллĕ дизель моторĕсем. Тĕрлĕ вăхăтра дизель вăйĕпе тарăна анса çӳремелли темиçе шывай кимми проекчĕсем хатĕрленĕ пулнă, анчахь та вĕсене пушархăрушăлахĕ тата шавлавĕ ытлашши пулнă пирки ĕçе кĕртмен.
[тӳрлет] Карап хĕç-пăшалĕ
Шывай кимми çинче баллистика тата çунатлă ракетăсем, торпедăсем, минăсем, хирĕç тăмалли гидроакустика хатĕрĕсем, зенит-ракета комплексĕсем пулаççĕ.
[тӳрлет] Классификацийĕсем
- энерги енĕпе:
- атăмлă (АПЛ)
- дизель-электрикăллă
- шывкăларăвĕпе:
- шывай крейсерлĕ
- крейсерлĕ
- пысăк
- ватам
- пĕчĕк
- чи пĕчĕк
- ĕç тĕллевĕсемпе:
- стратегиллĕ
- нумайтĕллевлĕ
- уйрăм ĕçлĕ
- тĕп хĕçпăшалĕпе:
- ракетлă
- торпедăллă
- ракетлă-торпедăллă.
[тӳрлет] Шывай киммисен историйĕ
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне тĕнчери пысăк патшалăхсен тинĕс флочĕсенче çакăн чухлĕ шывайкиммисем пулнă:
Вăрçа тапхăрĕнче шывай киммисем пурĕ 4330 транспорта пĕтĕмле 22,1 млн. рег. тоннă йывăрăшлĕ, 395 çар карапĕсене шыва путарнă, çав шутра: 75 шывай кимми, 17 авианосцев, 3 линкор, 122 эсминец тата 146 ытти карапсене пĕтернĕ. СССР ТÇФ шывай киммисем 328 транспорта шыва путарнă, 70 çар карапĕсене тата 14 пулăшу карапĕсене пĕтернĕ. 1123 шывай киммисем хăйсем пĕтнĕ.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçĕнче нимĕç конструкторĕсем шывай киммисене баллистикă ракетисемпе хĕçпăшаллантарас ĕçсене тума хатĕр пулнă.
[тӳрлет] Паянкунхи шывай киммисем
[тӳрлет] Литература
- Шунков В. Н. Подводные лодки. — Минск: Поппури, 2004.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Батискаф — океан шывне тарăн анмалли автономлă (хăй тĕллĕ) аппарат.