>


Web - Amazon

We provide Linux to the World


We support WINRAR [What is this] - [Download .exe file(s) for Windows]

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
SITEMAP
Audiobooks by Valerio Di Stefano: Single Download - Complete Download [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Alphabetical Download  [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Download Instructions

Make a donation: IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:  ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи — Википеди

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи

Википедири материал

Иккĕмĕш_Тĕнче_вăрçи.jpg

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи (1939-1945), — этемлĕх кун-çулĕнчи чи пысăк хирĕçӳ. Ку вăрçăна пурĕ 62 патшалăх хутшăннă (вĕсенче пурăнакан халăх йышĕ тĕнчери пĕтĕм халăхăн 80%-чен ытла пулнă), çапăçусем 40 ытла патшалăх çĕрĕсем çинче иртнĕ, вăрçăра 57 млн яхăн çын пуç хунă.

Тупмалли

[тӳрлет] Вăрçăна хутшăннă патшалăхсем

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă патшалăхсен картти. Фашистсене хирĕç тăракан ушкăна кĕрекенсене симĕс тĕспе кăтартнă (çутă симĕс тĕспе Перл-Харбор çине тапăннă хыççăн хушăннă патшалăхсене кăтартнă), фашистсен ушкăнне кĕрекеннисене — хĕрлĕ-сарă тĕспе палартнă. Нейтраллă юлнă патшалăхсене кăвак тĕспе кăтартнă.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă патшалăхсен картти. Фашистсене хирĕç тăракан ушкăна кĕрекенсене симĕс тĕспе кăтартнă (çутă симĕс тĕспе Перл-Харбор çине тапăннă хыççăн хушăннă патшалăхсене кăтартнă), фашистсен ушкăнне кĕрекеннисене — хĕрлĕ-сарă тĕспе палартнă. Нейтраллă юлнă патшалăхсене кăвак тĕспе кăтартнă.

Тĕнĕл (Ось) патшалăхĕсем:

Германи, Итали, Япони, Финлянди, Болгари, Румыни, Венгри, Словаки, Таиланд (Сиам), Ирак, Манчжоу-Го. Оккупациленĕ çĕршывсенче нимĕçсем марионеткăллă патшалăхсем йĕркеленĕ, вĕсем тӳрех фашистсен ушкăнне хушăннă: Виши Францийĕ, Сало Республики, Хорвати, Серби, Албани, Черногори, Менджанг, Бирма, Филиппин, Вьетнам, Камбоджа, Лаос. Германи енче коллаборци çарĕсем çапăçнă: РОА, РОНА, ютçĕр СС дивизийĕсем (вырăсссенчен, украинсенчен, эстонсенчен, латышсенчен, датчансенчен, бельгисенчен, французсенчен, албансенчен йĕркеленĕскерсем), хорват тата босни националисчĕсем. Çавăн пекех Тĕнĕл çарĕсем майлă хăйсен ирĕкпе нейтраллă юлнă патшалăхсен çыннисем çапăçнă: «Кăвак дивизи» (Испани), Швеци.

Фашистсене хирĕç тăракан ушкăн:

СССР, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай, Польша, Австрали, Канада, Югослави, Нидерланд, Норвеги, Çĕнĕ Зеланди, Кăнтăр Африка Пĕрлĕхĕ, Чехословаки, Бельги, Греци, Эфиопи, Дани, Бразили, Мексика, Монголи, Люксембург, Непал, Тува, Албани, Панама, Аргентина, Чили, Ньюфаундленд, Куба, Перу, Гватемала, Колумби, Коста Рика, Доминикан республики, Албани, Гондурас, Сальвадор, Иран, Гаити, Парагвай, Эквадор, Сан-Марино, Турци, Уругвай, Венесуэла, Ливан, Сауд Аравийĕ, Никарагуа, Либери, Боливи. Вăрçă вăхăтĕнче фашистсен ушкăнĕнчен уйрăлса кĕнĕ: Ирак (1943 хыççăн), Итали (1943 хыççăн), Румыни (1944 хыççăн), Болгари (1944 хыççăн), Венгри (1945), Финлянди (1945).

[тӳрлет] Вăрçă пынă территорийĕ

Аслă вăрçăн çапăçăвĕсене 5 вăрçă театрĕ çине уйăраççĕ. Анлăрах çакăн çинчен Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи театăрĕсем статьяра çырнă.

[тӳрлет] Вăрçă сăлтавĕсем

Вăрçă мĕншен тата мĕнле тапранса кайни пирки анлăрах Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин сăлтавĕсем статьяра вуласа пĕлме пулать.

[тӳрлет] Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕ (1939, авăн1941, çĕртме)

[тӳрлет] Польшăна тапăнса кĕни

Тĕп статья: Польшана тапăнса кĕни

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи 1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Германипе Словаки çарĕсем Польша çине тапăннипе пуçланнă. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче нимĕçсен U-30 шывай кимми ним асăрхаттармасăр акăлчансен «Атени» пассажир лайнерне шыва путарнă. Çав кунах Аслă Британи, Франци, Австрали тата Çĕнĕ Зеланди Германие хирĕç вăрçă пуçлани пирки пĕлтернĕ. Тепĕр темиçе кунсенче вĕсем çумне Канада, Кăнтăр Африка Ушкăнĕ тата Непал хутшăннă. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче нимĕç çарĕсем поляксене пĕтĕм фрончĕпе çĕмĕрсе тухса Варшава патне çитнĕ. Анăç фронтри союзниксем хирĕç тăма ĕç0пуç пуçлама шутламан та. (Ăнланмалла мар вăрçă пăхăр).

Авăн уйăхĕн 17-мешĕнче совет çарĕсем Молотов-Риббентроп пакчĕпе вăрттăн килĕшӳ тăрăх Польшăн тухăç облаçĕсем çине тапăннă. Юпа уйăхĕн 5-мешĕнче поляксен юлашки хӳтĕлевĕ пĕтнĕ. Польша пĕтĕмĕшле оккупаци айне лекнĕ, унăн çĕрĕсене Германипе СССР хăйсем хушшинче пайласа илнĕ.

[тӳрлет] Европăри хăвăрт вăрçă (блицкриг)

Европа Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче. Хĕрлĕ тĕспе фашистсене хирĕç тăракан ушкăн, кăвăк тĕспе тĕнĕл патшалăхĕсене кăтартнă. Симĕсси — 1941 çулчченхи (фашистсене хирĕç тăракан ушкăна кĕриччен) СССР
Европа Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче. Хĕрлĕ тĕспе фашистсене хирĕç тăракан ушкăн, кăвăк тĕспе тĕнĕл патшалăхĕсене кăтартнă. Симĕсси — 1941 çулчченхи (фашистсене хирĕç тăракан ушкăна кĕриччен) СССР
Тĕп статьясем: Францине тапăнса кĕни, Данипе Норвегине тапăнса кĕни, Британи çине тапăнни

1940 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Германи Данипе Норвеги çине тапăннă. Дани нимĕçсене хирĕç вăрçайман та вара ăна ним çухатмасăрах Германи оккупациленĕ. Норвегин кăнтăр пайне нимĕçсем тӳрех ярса илнĕ, çурçĕрте ĕнтĕ норвегсем патне акăлчан çарĕсем пулăшма çитнĕ, вĕсем вара икĕ уйăх хушши тăшман тапăннине тытса тăнă.

1940 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Германи Бельгипе Нидерланда хирĕç вăрçă пуçланă. Çу уйахĕн 14-мĕшĕнче Нидерланд парăннă. Нимĕç çарĕсем акăлчан-франци-бельги çарĕсен пысăк ушкăнне Дюнкерк патĕнче хупăрласа илнĕ. Çапах та çак çарсем Аслă Британине тарма ĕлкĕрнĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче хăйĕн çар вăйне самай çухатнă хыççăн Бельги нимĕçсене парăннă. Германи çарĕсем сыхламан Мажино хӳтлĕх йĕрри урлă каçса Франци çĕрне Франципе Бельги чиккинчен тапăнса кĕнĕ. Германи французсене çапса аркатса çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Парижа пырса кĕнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Итали çарĕсем Францине хирĕç вăрçă пуçланă, кăнтăр енчен тапăннă, анчах та малтан вĕсен ĕçĕсем ăнăçлă пулман, французсем вĕсене каялла хăваласа янă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Франци правительстви капитуляци хутне алă пуснă. [[ Франци]]н пĕтĕм çурçĕр çĕрĕсем Германи аллине лекнĕ. Кăнтăр енче Петен ертсе пыракан Виши режимне йĕркелесе хунă. Вăл Германие пăхăнса тăнă, çавна май вăл Аслă Британине хирĕç вăрçă пуçланă пирки пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах Лондонра пурăнакан Шарль Де Голль генерал капитуляципе килĕшмен, «Çапăçакан Франци» ушкăн никĕсленĕ. Хăйсен çĕршывне питĕ юратнă-хисепленĕ французсем ют çĕрсенчи франци çарĕсенче çапăçнă. Чаплă çыравçă Антуан де Сент-Экзюпери те çар пилочĕ пулса Африка тата Вăтаçĕр тинĕсĕн вăрçă театăрĕсенче çапăçнă.

1940 çулхи утă—юпа уйăхĕсенче нимĕçсем Британи утравĕсем çине бомбăсем пăрахса çĕмĕрме пуçланă, Аслă Британине тапăнса кĕме хатĕрленнĕ. Анчах та СССР çине тапăнма хатĕрленни Британи утравĕсене çăлса хăварнă.

[тӳрлет] СССР тапăнса кĕни

Тĕп статья: Советсемпе финсем хушшинчи вăрçă

1939 çулхи чӳк уйăхĕнче Совет Союзĕ хăйĕн территорийĕ çумне хушас тĕллевпе Финляндие хирĕç вăрçă тапратать. Анчах та совет çарĕсем темиçе вырăнта çĕнтерӳ тытайман пирки 1940 çулхи пуш уйăхĕнче мирлĕ килĕшӳ алă пусса çирĕплетме тивет. Çапла вара, Карель пымакĕнче, Ленинград тата Мурманск чукун çулĕ патĕнчи СССР чикки темиçĕ çухрăм çурçĕр-анăçалла куçнă. 1940 çулта СССР Эстонине, Латвине, Литвана тата румынсен Бессарабине аннексиленĕ.

[тӳрлет] Африка кампанийĕсем

Тĕп статьясем: Çурçĕр Африкăри çапăçусем, Кăнтăр Африкăри çапăçусем, Анăç Африкăри çапăçусем, Сирипе Ливанри çапăçусем

1940 çулхи çĕртме уйăхĕнче италсем акăлчансене хирĕç Ливире тата Çурçĕр-Тухăç Африкăра çапăçма пуçланă. Итали Эфиопи çĕрĕнчен Суданпа Кени çине тапăнасшăн пулнă, анчах та ĕçсе ăнăçлă пулман. Британи Сомалийĕнче çеç вĕсем сахал шутлă кăнтăрафрикăпа инди çарĕсене çĕнтерсе 1940 çулхи çурла уйăхĕнче тинĕс пырĕпе британсен Аден колонине çитнĕ. 1940 çулхи авăн1941 çулхи кăрлач уйăхсен хушшинче италсем Александри порчĕпе Суэц каналне ярса илес тĕллевпе Египет çине тапăнса кĕнĕ, анчах та вĕсенчен ĕçĕ ăнăçлă иртмен. Хирĕç тухнă акăлчансен çарĕ Ливи çĕрĕнче италсене шалт çапса аркатнă. 1941 çулхи кăрлачпа пуш уйăхсен хушшинче акăлчансем Сомалире тăракан италсен çар ушкăнне çапса аркатнă. 1941 çулхи ака уйăхĕнче акăлчансен тата Кăнтăр Африкăпа Эфиопи çарĕсем Аддис-Абебăна пырса кĕнĕ, Итали çарĕсене тĕппипех аркатса салатнă. Çак путланăва пула нимĕçсем Африкăна Роммелĕн экспедици корпусне янă. Роммель питĕ ăста çарпуçĕсенчен пĕри пулнă. 1941 çулхи пуш уйăхĕнче нимĕçсемпе итал çарĕсем тăшманĕсене хăваласа икĕ эрнерен Египет чикки патне тухнă. Акăлчансен чылай çапăçу енчен паха вырăнсене пăрахса кайма тивнĕ. Нил патнелле каякан çула хӳтĕлекен Торбук хӳтлĕхне çеç хăйсен аллинче хăварма пултарнă. Хаяр та йывăр çапăçусем пуçланнă. 19401941 çулсенче британисем Виши режимĕ тытса тăракан колонисенчи правительствăсене салатас тесе Анăç Африкăра (Габон, Сенегал) тата Çывăх Тухăçра (Сири, Ливан) темиçе çар операцине ирттернĕ. 1941 çулхи çу уйăхĕнче акăлчансем Германи майлă тăракан Ирак правительсвине влаçран хăтарнă.

[тӳрлет] Вăтаçĕр тинĕсĕ тата Балкан тăрăхĕ

Тĕп статьясем: Грецине тапăнса кĕни, Югославине тапăнса кĕни, Грецине иккĕмĕш хут тапăнса кĕни

1940 çулхи юпа уйăхĕнче италсем Албани урлă Греци çине тапăнса кĕнĕ. Малтанхи ăнăçсăрлăхсем çине пăхмасăр грексем италсене хирĕç çирĕп тăнă, кайрахпа Итали çарĕсене çĕмĕрсе тăкнă. 1941 çулхи пуш уйăхĕнче Виçъенлĕ Пĕрлешӳ çумне Венгри, Румыни, Болгари тата Финлянди хутшăннă. Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Германи, Итали, Венгри тата Болгари патшалăхĕсем Югославипе Греци çĕрĕсем çине вăрçăпа кĕнĕ. Югослави çарне пĕр эрне хушшинче аркатса парăнтарнă. Грецине акăлчан çарĕсем пулăшма килнĕ пулсан та тĕнĕл ушкăнне кĕрекен сăрсене хирĕç тăрайман — çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕсен грексен çĕрне пăрахса кайма тивнĕ.

[тӳрлет] Тинĕсри çапăçусем

Тинĕс çапăçăвĕсенче британи флочĕ, ун чухне тĕнчере чи чапли пулса тĕрлĕ ăнăçлă çĕнтерӳсем пухнă. Вăтаçĕртинĕсре, хăйсем валли ирĕклĕ ĕçсем пулма, акăлчансем Франци флотчĕн карапĕсене, Германи аллине лекесрен, 1940 çулхи утăра шыва путарнă е хăйсен аллине çавăрса илнĕ. Çав çулăн чӳк уйăхĕнче вĕсен авиацийĕ Торонтори Итали флотне аркатнă, ун хыççăн итали çарĕсен тинĕс турттарăвĕсем çав тери кансĕрленнĕ (Торонто патĕнчи çапăçу).

1941 çулхи пуш уйăхĕнче морском сражение южнее острова Крит утравĕнчен кăнтăралларах тинĕс çапăçăвĕнче акăлчансем итали флотне (Матапан сăмсахĕ патĕнчи çапăçу) тепĕр çухату тӳстернĕ. Атлантикăра Аслă Британин ĕçĕсем йывăртарах килнĕ. Вăрçă пуçланичченех Германи Атлантика океанне 2 броненосец тата 18 шывайкимми ятарласа янă, вĕсем вара вăрçă тапрансан тӳрех Аслă Британин тата ытти патшалăхсен сутă-илӳ карапĕсене шыва путарма тытăннă. 1939 çулхи авăн — раштав тапхăрĕнче нимĕç шывайкиммисем британисен 114 карапне пĕтернĕ, 1940 çулта — 471 карапа путарнă, нимĕçсем вара 1939 çулта 9 шывайкимми çеç çухатнă. Аслă Британи тинĕс çыхăнăвĕсене (коммуникацийĕсене) аркатнине пула 1941 çулĕн çуллахи уйăхĕсенче британин сутă-илӳ флочĕн 1/3 тоннажĕ пĕтнĕ, ку вара патшалăх хуçалăхĕшĕн хăрушуллă инкек пулса тăнă.

[тӳрлет] АПШ политикин вăййисем

АПШ-ăн ертĕвĕ те хăйĕн тĕнчери политикине урăхларах тытма пикенет. Вăл Аслă Британие уйрăмах çивĕччĕн пулăшу пама пуçлать, вăрçа кĕмен пулин те. 1940 çу уйăхĕнче конгресс 3 млрд долларлă çарпа флот бюджетне йышăннă, çулла — 6,5 млрд çитернĕ, çав шутра 4 млрд «икĕ океанăн флотне » тума уйăрса хунă. Аслă Британие хĕçпăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе пулăшассине татах хăпартнă. Согласно принятому конгрессом США1941 çулхи пуш, 11 АПШ конгресĕ Ленд-лиз саккунне йышăннă, çак йĕркепе вăрçă материалĕсене, хатĕрĕсене вăрçакан çĕршывсене кивçене е вăхăтлăха усă курма (арендăна) пама ирĕк уçнă, Аслă Британи валли 7 млрд доллар уйăрса хунă. 1941 çулхи ака уйăхĕнче ленд-лиз саккунне Югославипе Греци çине сарнă. Дани капитуляценнĕ хыççăн, АПШ çарĕсем Гренландипе Исландие çитсе унта базăсем никĕсленĕ. Çурçĕр Атлантика АПШ-ăн çар флочĕн «патруль тăрăхĕ» пулса тăрать. Çапла тата унăн çар флочĕ Аслă Британие вăрçă япалисем турттаракан карапĕсен конвой ĕçĕсемпе те хăтланать.

[тӳрлет] Япони тапăнса кĕни

Япони 1940 çул вĕçĕнче — 1941 çул пуçламăшĕнче Китайăн кăнтăр пайне тата Виши ертĕвĕ панипе Франци Индокитайĕн çурçĕр пайне окупациленĕ.

[тӳрлет] Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

Тĕп статья: Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем.

[тӳрлет] Вăрçăн иккĕмĕш тапхăрĕ (1941, çĕртме — 1942, чӳк)

[тӳрлет] Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

Тĕп статья: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

1941 çулхи çĕртме, 22 Германи хăйсен сателичĕсемпе пĕрле — Венгрипе, Румынипе, Финляндипе, Словакипе тата Хорватипе сасартăк СССР çине тапăннă. Совет Союзĕшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Малтанхи уйăхсенче нимĕçсем Рабочисемпе Хресченсен Хĕрлĕ Çарне питĕ хытă аркатнă. Çапах та нимĕç çарĕсен Совет Союзне хăвăрт туртса илсе парăнтарас планĕ (Барбаросса планĕ) пăсăлнă. Германи çарĕсем Литван, Латвин, Белорусин çĕрĕсене, Эстонин, Украинăн тата Молдавин чылай пайĕсене йышăннă, СССР-ăн ăшне 300—600 çухрăма таран кĕнĕ. Совет Союзĕ пуян çĕр айĕнчи управ тата промышлă тĕпĕсене: Донбасс, Криворог руда бассейнĕсене çухатнă. Пысăк хуласене: Минск, Кийӳ, Харьков, Смоленск, Одесса, Днепропетровск — тăшман айне хăварнă. Ленинград хулине хупăрлав (блокада) тунă. Нимĕç оккупаци территорисенче темиçе миллион совет гражданĕсем тăрса юлнă. Нимĕçсем 1941 çулхи юпа уйăхĕ тĕлнелле аран-аран хыта кĕрмешсе çĕршывăн европа пайĕн варрине çитнĕ. Мускав патĕнчи хаяр çапăçусем пуçланнă. Нимĕçсем хăйсен çар вăйĕсем чылайрах пулсан та Мускава туртса илеймен, çакăнти çапăçăва выляса яна Ку вара вăрçăри Германин пĕрремĕш чи пысăк çухату пулса тăрать. Хĕллехи вăрçă кампанийĕнче Хĕрлĕ Çар Мускав патĕнчен хирĕçтапăну тапратать, вара çак ăнăçăва пула Совет Союзĕн тĕп хулишĕн тата Çурçĕр Кавказшăн хăрушă саманта иртсе каять тата Ленинград хупарлăвĕн вăйне те чакарать. Çаплах тата 10 облаçсен пĕтĕм е пай территорине тăшманран хăтараççĕ. Çĕнтерӳсемпе хавхаланнипе совет çарпӳлĕхĕ çарсем умне пурнăçлама питĕ йывăр вăрçă ĕçĕсем лартнă: тăшмана пĕтĕмпех çапса аркатса çĕршывăн вăхăтлăха çухатнă территорине каялла илме хушнă. Хĕрлĕ Çар çак палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртеймен, 1942 çулхи çуркуннехи-çуллахи кампанийĕсенче кăнтăр енче нумай çухату тӳснĕ. Германи Украинăн пĕтĕмне тытсы илсе 500—650 çухрăма яхăн куçса, Атăл патне çитнĕ, тĕп Кавказăн нумай ту урлă каçăвĕсене йышăннă. 1942 çĕртме уйăхĕнче этемлĕхĕн тĕнчери чи пысăк вăрçă çапăçăвĕ — Сталинград çапăçăвĕ — пуçланать. Нумай çухатусем парса совет салтакĕсем нимĕçсен тапăнăвне чарса лартма пултарнă. Вăрçă пуçламăшĕнченех СССР АПШ тата Аслă Британи ертĕвĕсемпе туслă çыхăнусем çирĕплетме тытăннă. Анăç союзникĕсем вăрçăн чи йывăрлăхне туртса пыракан Совет Союзне апат-çимĕçсемпе пулăшма пуçланă.

[тӳрлет] Тинĕсри çапăçусем

АПШ вăрçа кĕнĕ хыççăн нимĕçсен чылай шывай киммисем Америкăн Атлантика çыранĕ çумĕнчи шывсенче алхасса çӳренĕ. 1942 çулăн пĕрремĕш çурринче акăлчан-америка сутăç карапĕсене Атлантика океанĕнче нумай путарма пуçланă. Çавăнпа ĕнтĕ акăлчан-америка çарпӳлĕхĕ шывайкиммисене хирĕç хӳтĕленӳ меслечĕсене вăйлăлатни 1942 çулхи çу тапхăрĕнче германи шывай флотне çапса хăваласа океанăн варрине çитернĕ, вара атлантика тинĕс çыхăнăвĕсене (коммуникацисене) лăпкă лару-тăрăва каллех таврăннă.1941 çулхи çулла британи флочĕпе авиацийĕ Вăтаçĕр тинĕс шывĕнче те, тӳпинче те тачă хуçаланăвне тытса илнĕ. Мальта утрава базă вырăнне усă курса, британисем 1941 çурла уйăхĕнче Италирен Çурçĕр Африкăна турттаракан япаласен 33%, чӳк уйăхĕнче - 70% ытла шыва путарнă.

[тӳрлет] Африка кампанийĕ

1941 çулхи çулла акăлчансен Çурçĕр Африкăри ĕçĕсем ăнса пынă. Çакă итальянсене Эфиопире аркатнинчен питĕ хытă килнĕ. Британи эрпелĕхĕ хăйĕн Тухăç Африкăри çарĕсене Çурçĕр Африкăна куçарнă. Майлă лару-тăрупа усă курса, акăлчансем 1941 çулхи чӳк, 18 тапăнса пынă. 1942 çулхи кăрлачра вĕсем Торбука хупăрланинчен хăтарнă, Киренаикăна çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çапăçусенче нимĕçсемпе итальянсем 30 пине ытла çын çухатнă. Анчах та акăлчансен çарĕсем çав тери саралса кайнă пулнă. Çакăнпа вара Роммель ырă курнă. 1942 çулхи кăрлачра италипе нимĕç çарĕсем каллех тапăнма пуçланă та 1942 çулхи çĕртмере кармана туртса илнĕ. Ку ĕнтĕ нимĕссен юлашки ăнăçăвĕ пулнă. Чылай çар вăйĕсене пĕр çĕре пуçтарса, тăшмана Вăтаçĕр тинĕсĕнче коммуникацийĕсене хупăрласа, акăлчансем Египт çĕрне ирĕке кăларнă.

[тӳрлет] Пирл Харбор. Лăпкă океан

1941 çулхи раштав, 7 Япони Пирл Харбор çине тапăнса АПШ-на хирĕç вăрçă тапратнă. 6 авианосецсем çинчен 441 самолёт тапăнса Америка тинĕс çар флочĕн 8 линкорĕпе крейсерне путарнă е хытă вантарнă. Çав вăхăтрах япунсем акăлчансен Гонконгри çар базине хупăрласа илнĕ те Сиама çарсем кĕртсе янă. Пулăшма хирĕç тухнă британи эскадрине тӳперен тапăннă, çапла вара икĕ линкорн, акăлчансен тĕп карапĕсем Лăпкă океанĕн шывне путнă. Раштав, 11 АПШ-на хирĕç вăрçă пуçланине Германипе Итали пĕлтернĕ.

1941 çулăн юлашки эрнисенче япони десанчĕсем Гуам тата Уэйк утравĕмсем çинчи америкăн çирĕп хӳтлĕхĕсене ярса илнĕ, Филиппин çине пырса тухнă. Акăлчансем Гонконга хăварнă. 1942 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхесенче япунсем Сингапура, Малайăна, Бирмăна, Голлан Индине, Китайăн кăнтăр — Юань —провинцине, Филиппинăна туртса илнĕ. Япони флочĕ Инди океанне пырса кĕнĕ. Япунсен авиацийĕ Инди, Австрали, Цейлон çĕрĕсене бомбăланă. Çапах та союзниксем, çухатусем тӳссе те вăраххăн, малăмăртăв ĕçесене алла ярса илме тытăннă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче америка авиацийĕ пĕрремĕш хут Токио çине бомбăсем пăрахнă. 1942 çулхи çу-çĕртме уйăхĕсенче япунсем Мидуэй утрав патĕнчи тинĕс çапăçăвне выляса янă.

[тӳрлет] Гитлера хирĕç тăракан коалици

1942 çулхи кăрлач, 1 Вашингтонра СССР, АПШ, Аслă Британи тата Китай Пĕрлешӳллĕ Нацисен Деклараци çине алпусса çирĕплетнĕ, çакăнпа ĕнтĕ вĕсем Фашистсене хирĕç коалицийĕн никĕсне хунă. Каярахпа вĕсем çумне тата 22 патшалăх хутшăннă.

[тӳрлет] Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕ (1942, чӳк — 1944, çĕртме)

[тӳрлет] Сталинград çапăçăвĕ

1942 çулхи юпа, 18 Хĕрлĕ Çар Сталинград патĕнче хирĕçтапăнăва тухнă, вара вĕсем Тĕнĕл çарĕсене Атăл çыранĕнчен хăваласа янă, каярахпа хупăрласа илсе çапса аркатнă, çав шутра икĕ нимĕç, икĕ румын тата пĕр итали çарĕсем (пĕтĕмпе 22 дивизи). 1943 çул пуçламăшĕнче совет çарĕсем пĕтĕм фронт тăрăхĕпе хирĕçтапăну тапратнă. Ленинград хупăрлавне салатнă, Брянск, Курск тата темиçе хуласене ирĕке кăларнă. 1943 утăра нимĕç çарпӳлĕхĕ Курск патĕнче хăйĕн аллине малăмăртăвне (инициативăна) каялла тавăрасшăн тăрăшнă, анчах та çак ĕмĕте вĕсем пурнăçа кĕртеймен — хăйсене çапса çĕмĕрнĕ. Пĕтĕм фрончĕпе нимĕçсем каялла чакма тытăннă, Орёл, Белгород, Новороссийск хулисене тытса тăрайман. Белорусипе Украинăшăн çапăçусем тапраннă. Днепршăн вăрçнă чух Хĕрлĕ Çар Германие татах çапса çĕмĕрнĕ, Сылтăмçыранлă Украинине тата Крым çĕрĕсене ирĕке кăларнă. 1943 çул вĕçĕнче — 1944 çулăн пĕремĕш пайĕнче хирĕçӳ тĕп ĕçĕсем фронтăн кăнтăр енче пулса иртнĕ. Нимĕçсем Украинăран тухса тарнă. Хĕрлĕ Çар 1941 çулхи чикĕ йĕрне тухнă та Румыни территорине ура пуснă. Тухăç фронтра Германие пĕтĕмпех аркатса пĕтернĕ.

[тӳрлет] Африкăри акăлчан-америка десанчĕ

1942 çулхи чӳк, 8 Мароккăна акăлчан-америка пысăк десанчĕ пырса аннă. Виши ертĕвĕн начар çарĕсене çĕмĕрсе, чӳк вĕçĕнче вĕсем, 900 çухрăм маршпа, Туниса çитнĕ. Çак саманта нимĕçсем хăйсен Анăç Европăри çарĕсен пайне кунта куçарнă. Çавăн чухнех акăлчансен çарĕ Ливире тапăну пуçланă. Çавăнта хӳтĕленнĕ итали-нимĕç çарĕсем вĕсене Эль-Алагейм патĕнче тытса чарайман та 1943 çулхи нарăс тĕлне, чылай çухату тӳссе, Тунис варринелле чакнă. Пуш, 20 пĕрлешĕннĕ акăлчан-америка çарĕсем Тунис территорине тапăнса кĕрсе каяççĕ. Итал-нимĕç çарпуçĕсем хăйсен çарĕсене Италие эвакуацилесшĕн пулнă, анчах çак вăхăта британи флочĕ Вăтаçĕр тинĕсĕнче хуçаланнă, тăшмансен тинĕспе тармалли çулсене пӳлнĕ. Çу, 13 итали-нимĕç çарĕсем парăннă. 1943 çулхи утă, 10 союзниксем Сицили çине пырса çитнĕ. Вырăнти итали çарĕсем пĕртте хирĕç тăмасăрах пăшалĕсене çĕр çине хунă, çапах та Германи хăйĕн дивизийĕсене Аппенин çурутравĕ çине куçарма ĕлкĕрнĕ. Итали çарĕ арканни çĕршыври лару-тăрăва питĕ хĕсĕклетнĕ. Халăх Муссолини влаçĕпе тăнăç пурăнма йăлăхнă. Виктор Эммануил III патша Муссолинине аресленĕ те патшалăха ертсе пыма Бадольо маршала хушнă. 1944 çулхи авăнра акăлчан-америка çарĕсем патшалăхан кăнтăр çĕрĕсене кĕнĕ. Бадольо вара вĕсемпе вăхăтлă лăпкăлăх хут çырнă та Итали вăрçăран тухнине пĕлтернĕ. Союзниксен чăрмавĕсене пула, Гитлер Муссолиние тыткăнран çăлнă, ун хыççăн Çурçĕр Италире марионетлă патшалăх Сало йĕркеленĕ. АПШ-па Аслă Британи çарĕсем çав тери мăранлă утăмсемпе çурçĕрелле куçăннă. 1944 ӳл пуçламăшĕнче вĕсем ăнăçсăр виçĕ хут тăшманăн Гарильяно шыв çинчи хӳтлĕхне çĕмĕресшĕн тăрмашнă. Çĕртме, 4 кунĕнче çеç вĕсен çарĕсем Италин тĕп хулине Германи çарĕсенчен тасатнă.

[тӳрлет] Гуадалканал. Ази

1942 çулхи çурла уйăхĕ — 1943 çулхи нарăс тапхăрĕнче япун çарĕсем америка çарĕсемпе Гуадалканал утравĕпе Соломон утравĕсемшĕн çапăçусем хĕрсе пынă. Çак ним шеллемесĕр тытăçура Пĕрлешнĕ Штатсем çĕнтерӳ тупнă. Гуадалканал çине пулăшма япун çарĕсем пынă пирки вĕсен Çĕнĕ Гвиней утравне хӳтĕлекенсен вăйĕ хавшакланнă май ăна АПШ 1943с çул пуçламăшĕнче туртса илнĕ. 1942 çул вĕçĕнче тата пĕтĕм 1943 çул тăрăхĕпе британи çарĕсем Бирмăра темиçе хут тăшмана хирĕç тапăнса пăхнă, анчах та ăнăçу тухайман. 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче союзниксем япунсен Тарава утравне çĕнсе илнĕ.

[тӳрлет] Конференцисем

1943 çулта фронтсенче, уйрăмах совет-герман фрончĕнче, вăрçă лару-тăрăвĕ хăвăрт улшăнни союзниксен малалли вăрçă тата политика ĕçĕсене палăртма пĕрле пухăнса канашланма тивет. Çак ĕçсене 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче Каир тата Тегеран конференцийĕсенче татса панă.

[тӳрлет] Вăрçăн тăваттăмĕш тапхăрĕ (1944, çĕртме — 1945, çу)

[тӳрлет] Германин Анăç фрончĕ

1944 çулхи çĕртме, 6 АПШ, Аслă Британи тата Канада тамарлă çарĕсем икĕ уйăх хушши ултав манёврĕсем хыççăн Нормандире пысăк десант операцине ăнăçлă ирттернĕ. Çакăнтанпа ĕнтĕ Европăра иккĕмĕш фронт уçăлнă теме пулать. Çурла уйăхĕнче Франци кăнтăр çĕрĕсенче татах десантсем антарнă, Тулонпа Марсель хулисене ирĕке кăларнă. Çурла, 25-мĕшĕнче союзниксем Парижа çитнĕ, çав вăхăтра хула французсен хирĕçтăру аллинче пулнă ĕнтĕ. Авăн уйăхĕнче Бельги территори çине пысăк тапăну тапраннă. 1944 çул вĕçĕнче нимĕçсем аран-аран анăçри фронта тачăласа лартнă. Раштав, 16 союзниексем кĕтмен чухне нимĕçсем Арденнра хирĕçтапăну пуçланă. Нимĕçсем Бельги варринелле 100 км таран кĕрсе кайнă, анчах та 1945 çулхи кăрлач вĕçĕнче германи çарĕн тапăнас хăвачĕ пăчланса çитет. 1945 çулхи нарăсĕнче вăрçă çапăçăвĕсем нимĕç çĕрне çитеççĕ. Германи çак тĕле хăйĕн тĕп вăйĕсене Берлина хӳтĕлеме пуçтарать, çавăнпа ĕнтĕ анăç енче хирĕç тăма нимĕçсен çарĕсем сахал юлна. Италире союзниксен тапăнăвĕ питĕ мăран шуçса пынă. Темле тăрмашсан та вĕсем 1944 çул вĕçĕнче фронт линине çĕмĕрсе По шыв урла каçма пултарайман. 1945 çулхи ака, 28 итали партизанĕсем Муссолинипе арăмне çакса вĕлернĕ. Пĕтĕмпех Çурçĕр Италирен нимĕçсене 1945 çулхи çу уйăхĕнче çеç тапса кăларса янă.

[тӳрлет] Совет Союзĕн тапăнăвĕ

1944 çулла Хĕрлĕ Çар пĕтĕм фрончĕпе тапăну пуçланă. Кĕркунне патнелле Белорусин, Украинăн, Балтикаçум çĕрĕсене пĕтĕмпех тенĕ пекех нимĕç çарĕсенчен ирĕке кăларнă. Нимĕçсен пысăк çар ушкăнне Латвире хупăрласа илнĕ те парăнтарнă. Финляндин çурçĕр енче совет хăватлă тапăнни не пула Финлянди хăй вăрçăран тухни пирки пĕлтернĕ. Анчах та нимĕçсем Финлянди территоринчен тухасшăн пулман. Вара малтанхи «çар тусĕсем» хире-хирĕç çапăçма тытăннă. Хĕрлĕ Çарăн хăватлă тапăнăвĕ хыççăн çурлара Румыни, авăнра Болгари вăрçăран тухать. Германи хăйĕн çарĕсене Югославипе Грецирен эвакуацилеме пикеннĕ, мĕншĕн тесен çав çĕршывсенче халăх-ирĕклĕх юхăмĕсем влаçа çавăрса илме пуçланă. 1945 çулхи нарăсра мăнаçлă Будапешт операцийĕ пуçланнă. Германин Европăри юлашки тусĕ — Венгри те — капитуляциленĕ. Польша çĕрĕнче тапăнса пырса, Хĕрлĕ Çар Тухăç Пруссине çитнĕ. 1945 çулхи ака вĕçĕнче Берлиншăн çапăçу тапраннă. Гитлерпа Геббельс хăйсене сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă. Германи тĕп хулишĕн икĕ эрне хушши пынă çапăçусем хыççăн нимĕç çарпӳлĕхĕ капитуляци йышăннă. Германие тăватă оккупаци пайне: совет, америка, британи тата франци пайĕсене уйăрнă. Европăра вăрçă чарăннă.

[тӳрлет] Лăпкăокеан вăрçă театăрĕ

Лăпкă океанри вăрçă ĕçĕсем союзниксемшĕн ăнса пынă. 1944 çĕртмере американсем Мариан утравĕсене вăрçса йышăннă. 1944 çурлара Лейте пырĕнчи тинĕс çапăçăвĕ хыççăн япунсем Филиппины çĕрĕнчен тухса тарнă. Типçĕр çинчи çапăçусенче япун çарĕ ăнăçуллăрах тытăçнă, вĕсем Кăнтăр Китайа туртса илнĕ те Индокитайри хăйсен çарĕсемпе тĕлпулнă. 1945 çулхи пуш уйăхĕнче Иводзима тата Окинава кăнтăр япун утравĕсемшĕн хаяр çапăçусем пуçланнă.

[тӳрлет] Вăрçăн пиллĕкмĕш тапхăрĕ (1945, çу — 1945, авăн)

[тӳрлет] Япони капитуляцийĕ

Европăра вăрçă вĕçленсен, фашистсене хирĕçле ушкăнĕн юлашки тăшманĕ Япони кăна тăрса юлнă. Çак вăхăталла Японие хирĕçле 60 яхăн патшалăх вăрçăпа тухнине пĕлтернĕ. Çапах та тĕнчери çак лару-тăрăва пула та япунсем парăнма шутламан та, вĕсем вăрçăра хăйсем çĕнтеричченех çапăçма пикеннĕ. 1945 çулхи çĕртме уйахĕнче япунсем вара Индонезие, Индокитайа çухатнă. 1945 çулхи утă, 26 кунĕнче АПШ, Аслă Британи тата Китай япунсем умне ультиматум лартнă, анчах та унпа килĕшмен. Çурла, 6 кунĕнче Хиросима çине, тепĕр виçĕ кунтан Нагасаки çине, атом бомбисем пăрахса сирпĕнтернĕ, вара икĕ хула çĕр пичĕ çинчен çухалнă тенĕ пекех пулса юлнă. Совет Союзĕ Японие хирĕç вăрçă пуçланă та япунсене Манчжуринче шалт çапса çĕмĕрнĕ. Авăн, 2 Япони капитуляци йышăннă. Этемлĕх историнчи чи пысăк та тискер вăрçă çапла пĕтсе ларнă.

[тӳрлет] Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем

Тĕп статья: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр


< Static Wikipedia 2008 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2007 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2006 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu

span style="font-weight: bold;">Our
"Network":



Project Gutenberg

href="https://gutenberg.classicistranieri.com">https://gutenberg.classicistranieri.com



Encyclopaedia Britannica 1911

href="https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com">https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com



Librivox Audiobooks

href="https://librivox.classicistranieri.com">https://librivox.classicistranieri.com



Linux Distributions

https://old.classicistranieri.com



Magnatune (MP3 Music)

href="https://magnatune.classicistranieri.com">https://magnatune.classicistranieri.com



Static Wikipedia (June 2008)

href="https://wikipedia.classicistranieri.com">https://wikipedia.classicistranieri.com



Static Wikipedia (March 2008)

href="https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/">https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/



Static Wikipedia (2007)

href="https://wikipedia2007.classicistranieri.com">https://wikipedia2007.classicistranieri.com



Static Wikipedia (2006)

href="https://wikipedia2006.classicistranieri.com">https://wikipedia2006.classicistranieri.com



Liber Liber

href="https://liberliber.classicistranieri.com">https://liberliber.classicistranieri.com



ZIM Files for Kiwix

https://zim.classicistranieri.com





Other Websites:



Bach - Goldberg Variations

https://www.goldbergvariations.org



Lazarillo de Tormes

https://www.lazarillodetormes.org



Madame Bovary

https://www.madamebovary.org



Il Fu Mattia Pascal

https://www.mattiapascal.it



The Voice in the Desert

https://www.thevoiceinthedesert.org



Confessione d'un amore fascista

https://www.amorefascista.it



Malinverno

https://www.malinverno.org



Debito formativo

https://www.debitoformativo.it



Adina Spire

https://www.adinaspire.com




atOptions = { 'key' : 'e601ada261982ce717a58b61cd5b0eaa', 'format' : 'iframe', 'height' : 60, 'width' : 468, 'params' : {} };

Our "Network":

Project Gutenberg
https://gutenberg.classicistranieri.com

Encyclopaedia Britannica 1911
https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com

Librivox Audiobooks
https://librivox.classicistranieri.com

Linux Distributions
https://old.classicistranieri.com

Magnatune (MP3 Music)
https://magnatune.classicistranieri.com

Static Wikipedia (June 2008)
https://wikipedia.classicistranieri.com

Static Wikipedia (March 2008)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/

Static Wikipedia (2007)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com

Static Wikipedia (2006)
https://wikipedia2006.classicistranieri.com

Liber Liber
https://liberliber.classicistranieri.com

ZIM Files for Kiwix
https://zim.classicistranieri.com


Other Websites:

Bach - Goldberg Variations
https://www.goldbergvariations.org

Lazarillo de Tormes
https://www.lazarillodetormes.org

Madame Bovary
https://www.madamebovary.org

Il Fu Mattia Pascal
https://www.mattiapascal.it

The Voice in the Desert
https://www.thevoiceinthedesert.org

Confessione d'un amore fascista
https://www.amorefascista.it

Malinverno
https://www.malinverno.org

Debito formativo
https://www.debitoformativo.it

Adina Spire
https://www.adinaspire.com