Кирибати
Википедири материал
Кирибати, — Лăпкă океанри пĕчĕк патшалăх. Çурçĕр-анăç енче Маршалл утравĕсен, Микронезин Федераллă Штачĕсен шывĕсемпе, анăç тата кăнтăр анăç енче Науру, Соломон утравĕсен тата Тувалу шывĕсемпе, кăнтăр тата кăнтăр-тухăç енче Токелау, Кук утравĕсен тата Франци Полинезин шывĕсемпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕр тата çурçĕр-тухăç енче Лăпкă океанăн ирĕклĕ шывĕсемпе тата АПШан Тулашри пĕчĕк утравĕсемпе юнашар вырнаçнă. Çыран хĕрри тăршшĕ — 1143 çухрăм. Кирабити Республики шутне 33 пĕчĕк атолл кĕрет, çирĕммĕшĕ çинче çынсем пурăнаççĕ. Республика лаптăкĕ — 726,34 км².
Тĕп хули — Кăнтăр Тарава.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Кирабитинче пурĕ 92 533 çын (2005) пурăнать.