Çул-йĕр
Википедири материал
Çул-йĕр (транспорт), — çына, тиеве, сигнала тата информацине пĕр вырăнтар тепĕр вырăна илсе çитермелли мĕнпур хатĕрсемпе мелсене кăтартакан ăнлав.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çул-йĕр тĕсĕсем
[тӳрлет] Шывçи çул-йĕрĕ
- Тĕплĕнрех Шывçи çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.
Шывçи çул-йĕрĕ — чи авалхи çыханусем шутне кĕрет. Континентсене чукун çулпа çыхăнтариччен ку майпа ытларах усă курнă. Паллах, сăлтавĕ те пулнă — ку майпа тиевсемпе çынсене хăварт илсе çитерме май пулнă. Чи ансат çилкĕçлĕ кимĕн хăвăрлăхĕ те караванпа танлаштарсан талăк хушшинче тăватă-пилĕк хут ытларах пулнă. Тиевĕсем пысăк пулнă, турттарма çын сахалрах кирлĕ пулнă — çапла май ĕнтĕ ку çул-йĕрпе ытларах усă курнă.
Хальхи вăхăтра шывçи çул-йĕрĕсем тăрăх тĕнче тиевĕсен 60—67% турттараççĕ.
[тӳрлет] Автомобиль çул-йĕрĕ
- Тĕплĕнрех Автомобиль çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.
Автомобиль çул-йĕрĕ паянхи кун чи анлă усă куракан çул-йĕр. Автомобиль çул-йерĕ ыттисенчен çамрăкрах — чукун çула XIX ĕмĕр варринче усă курма пуçланă пулсан, автомобильсене вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче кăна. Автомобилĕн паха енĕсем — хăвăртлăх, çаврăнăçулăх.
[тӳрлет] Харпăр автомобиль
- Тĕплĕнрех Харпăр автомобиль статьяна пăхăр.
Хальхи вăхăтра автомобильсен ытларах пайĕ — харпăр хăйĕн. Ытларах ĕнтĕ кунта çăмăл машинасем кĕреççĕ. Ку автомобильпе çынсене тата тиеве 200 çухрăма илсе çитермешкĕн усă кураççĕ.
[тӳрлет] Обществăллă транспорт
- Тĕплĕнрех Обществăллă транспорт статьяна пăхăр.
Ку машинăсем шутне автобуссем (вуннăран ытларах пассажира илсе кайма пултарсан ăна çак машинсем шутне кĕртеççĕ), троллейбуссем кĕреççĕ. Хуласем хушшинче пысăк автобуссене усă кураççĕ — вĕсенче лармалли вырăнсем нумай, туалетпа гардеробта тĕл пулать. Çавна май ку автобуссем хăтлăх енĕпе чукун çулсемпе те тупăшма пултараççĕ.
[тӳрлет] Чукун-çул
- Тĕплĕнрех Чукун çул статьяна пăхăр.
[тӳрлет] Сывлăш çул-йĕрĕ
- Тĕплĕнрех Сывлăш çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.
[тӳрлет] Туртăм çул-йĕрĕ
- Тĕплĕнрех Туртăм çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.
[тӳрлет] Парăхлă çул-йĕр
- Тĕплĕнрех Парăхлă çул-йĕр статьяна пăхăр.