Тутарстан
Википедири материал
|
|||||
Тĕп хули | Хусан | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
47 68 000 км² |
||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
8 3 779 800 патнелле(2002) |
||||
Федераллă округ | Атăлçи федераллă округĕ | ||||
Экономика регионĕ | Атăл-Вятка районĕ | ||||
Регион номерĕ | 16 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс, тутар | ||||
Президент | Минтимер Шаймиев | ||||
Премьер-министр | Рустам Минниханов | ||||
Председатель Госсовета | Фарид Мухаметшин | ||||
Гимн | Тутарстан гимнĕ | ||||
Вăхăт поясĕ | ГВ +0300 |
Тутарстан (тутар. Tatarstan Respublikası), — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи Федераллă Округне кĕрекен Республика. Тĕп хули — Хусан. Республикăн патшалăх чĕлхисем: тутар чĕлхи, вырăс чĕлхи.
Тутарстанпа юнашар хĕвеланăç енче Чăваш Енпе Мари Эл республикисем, çӳрçĕр енче Киров облаçĕпе Удмурт Республики, хĕвелтухăç енче Пушкăрт Республики, кăнтăр енче Самара, Чĕмпĕр тата Оренбург облаçĕсем вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Респуликăра 2002 çул тĕлнелле 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73, 8% хула çынни шутланнă. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (51,3%) вырăссем (41%) пурăнаççĕ.
Чăвашсем пур халăхсен шучĕнчен 3,8% шутланаççĕ. Пурĕ 135 пин çынпа танлашать, вĕсенчен Хусанта 12, 5 пин çын пурăнать.
Чăвашсем пысăк ушкăнсемпе Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.
Чăвашсем Хусанта, Пăвара, Теччĕре авалтанах пурăннă пулсан, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.
[тӳрлет] Районсем
- Агрызский район
- Азнакай районĕ
- Аксу районĕ (Аксубай районы)
- Актанышский район
- Алексеевски районĕ
- Элкей районĕ
- Элмет районĕ
- Аппас районĕ
- Арча районĕ
- Этне районĕ
- Павлă районĕ
- Балтач районĕ
- Пĕкĕлме районĕ
- Пăва районĕ
- Тури Услон районĕ
- Биектау районĕ
- Çĕпрел районĕ
- Алапӳ районĕ
- Зей районĕ
- Яшел Ӳзен районĕ
- Кайпăç районĕ
- Кама Тамагы районĕ
- Кукмара районĕ
- Лайĕш районĕЛайĕш районĕ
- Лениногорск районĕ
- Мамадыш районĕ
- Менделеевски районĕ
- Минзеле районĕ
- Мĕслим районĕ
- Анат Кама районĕ
- Çĕнĕ Шешмĕ районĕ
- Нурлат районĕ (малтан Октябрь районĕ пулнă)
- Питреч районĕ
- Балык Бистесĕ район
- Саба район
- Сарман районĕ
- Çарăмсан районĕ (Чимешән районы, Черемшанский район)
- Спаск районĕ
- Теччĕ районĕ
- Тукай районĕ
- Тĕлечĕ районĕ
- Чистай районĕ
- Ютазы районĕ
[тӳрлет] Хуласем
- Агрыз
- Азнакай¹
- Элмет
- Павлă
- Пăлхар
- Пĕкĕлме¹
- Пăва
- Алапӳ
- Заинск¹
- Зеленодольск¹
- Хусан¹
- Лениногорск
- Мамадыш
- Менделеевск
- Мензелинск
- Чаллă
- Анат Кама
- Нурлат
- Теччĕ
- Чистай¹
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Шемеккей, — чăваш паттăрĕ.
[тӳрлет] Çаплах пăхăр
Раççей Патшалăхěн Атăлçи Федераллă Округě | |
---|---|
Пушкăрт Республики | Мари Эл | Мордва Республики | Тутарстан | Удмурти Республики | Чăваш Ен | Киров облаçĕ | Коми Республики | Чулхула облаçĕ | Оренбург облаçĕ | Пенза облаçĕ | Пермь Енĕ¹ | Самар облаçĕ | Саратов облаçĕ | Чĕмпĕр облаçĕ | |
¹ Пермь Енĕ - Раççейĕн çĕнĕ субъекчĕ. 2005 раштавăн 1 Пермь облаçĕпе Коми-Пермяк автономлă округě пĕрлештернĕ май йĕркеленĕ. |