Пăва
Википедири материал
Пăва — Тутарстанăн Пăва районĕн тĕпĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăх
Пăва Хырла юханшыв Сĕвене юхса кĕнĕ çĕрте вынаçнă. Хула пурĕ 8,8 çх2 вырăн йышăнать.
[тӳрлет] Истори
Тутарстанри кивĕ хулисенчен пĕри. Ăна 1780 çулта никĕсленĕ.
[тӳрлет] Çул-йĕр
Хула урлă Тутарарстана Раççей Федерацийĕн ытти облаçĕсемпе çыхăнтаракан автомашина тата чукун çулĕсем иртеççĕ.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Хулара пурĕ 19,8 пин çын пурăнать. Çав шутра : тутарсем (62,3%), вырăссем (25,5%), чăвашсем (10,9%). Арçынсен йышĕ 47,2%, хĕрарăмсен — 52,8%.
[тӳрлет] Хуçалăх
Хулара çакăн пек савутсемпе хабриксем пур: сахăр, спирт савучĕсем, сĕт-çу, пир-авăр комбиначĕ, «Свияга» АО кĕрпе фабрики, элеватор, вăрман хуçалăхĕ, машина тăвакан завод.
Хулара типографи те пур.
[тӳрлет] Культура
Çавăн пекех 8 шкул, 8 ача-пăча сачĕ, аслă пĕлӳ паракан заведенийĕсен 7 уйрăмĕ, ветеринари техникумĕ, медицина училищи, вулавăш, мăшăрлану керменĕ, культура çурчĕсем, театр, музыка, спорт шкулĕсем, стадионсем, спорт керменĕ, медресе, чиркӳ, администраци çурчĕсем.