Тутарстанăн Аксу районĕ
Википедири материал
Аксу районĕ, — Тутарстанăн кăнтар енĕнче вырнаçнă район. Район администрациĕ Аксу посёлокĕнче вырнаçнă.
Района 1965 çулта туса хунă. Лаптăкĕ 1436,2 км2 танлашать. Районпа юнашар Çĕнĕ Шешмин, Нурлат, Чистополь, Алексеевски тата Çарăмсан районĕсем вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Районта пурĕ 33,3 пин çын пурăнать. Халăхсене илсен кунта вырăссем (36,1%), чăвашсем (35,5%), тутарсем (26,9%) тата ыттисем пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Истори
Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче тĕп районсенчен пĕри шутланнă, кунта халăх питĕ йышлăн пурăннă. Аксу патĕнчен аякрах мар, 30 çухрăмпа Пӳлĕр хули вырнаçнă пулнă. Археологсем ку вăхăтĕнчи нумай палăка районта шыраса тупнă: 11 хулаш, 67 авалхи ял вырăнĕ, 1 çăва, 5 вилĕ юпи, 1 клад. Ку вăхăтра çынсем ял хуçалăх ертсе пынă, тата кĕтӳ тытнă.
Ылтăн Урта вăхăтĕнче хăйсен аталанăвне хăш-пĕр хулашсем çеç ӳстерме пултарнă. Монголсем пырса килнĕ хыççăн çăлăнса юлнă халăх çурçĕрелле, е ытти çĕрсене куçса кайнă. Хăрушсăрлăх енĕпе кунта ку вăхăтра япăх пулмнипе халăх шучĕ нумаях пулман. Кунти çĕрсен пахалăхĕ Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнчен паллă пулнă пулин те çынсем кунта куçса килме хăрана.
Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн Раççей патшалăхĕ ку çĕрсен хăрушсăрлахне пысăклатмашкăн нумай ĕç туса иртернĕ. XVII ĕмĕр çурринче вара кунта халăхсем куçса киме пуçланă. Малтан тутарсемпе чăвашсем, кайран вырăссемпе мордвасем, тата ытти халăхсем. Нумайăшĕ кунтах юлнă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Васильева Людмила Николаевна, сăвăç.
- Шелепи Николай Иванович, сăвăç, фольклор пухаканĕ.
- Меречен Петĕрĕ, чăваш сăвăçи
[тӳрлет] Чăваш ялĕсем
- Кивĕ Саврăш
- Мерчен (ял)