Коньсковольă
Википедири материал
Kоньсковольă (пол. Końskowola) — Польшăн кăнтăр- тухăçĕнчи чиркӳллĕ ял. Вăл Люблин воевотствинчи Пулав повечĕн Kоньсковольă гминĕн административлă тĕпĕ шутланать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Коньсковольă Люблинпа Пулав хушшинче вырнаçнă. Юнашарах Курув — чиркӳллĕ тепĕр ял ларать тата Курувка шыв юхать.
Халăх йышĕ: 2188 çын (2004).
1532 çулхи çĕртме, 8 пуçласа 1870 çулчен Коньсковольăн хула статусĕ пулнă.
[тӳрлет] Истори
Яла XIV ĕмĕрте Витовска Вольă ятпа никĕсленĕ, каярахпа Конинскавольă пулнă, хальхи палăртăвĕ XIX ĕмĕрте тин çирĕпленнĕ.
Коньскавольă çумри çĕрсемшĕн апат-çимĕç сутă-илӳ пасарĕ пулнă,кунтах темиçе текстиль фабрики ĕçленĕ. Ĕçлеме çынсем хулана Польшăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен тата Саксонинчен куçса килнĕ.
Польшăна виççĕмĕш хут аркатса пайланă хыççăн, Коньскавольă 1795 çулта Австри айне лекет. 1809 çулта Варшава херцăклăхĕ (1815 çулта Польша Патшалăхĕ ята куçнă) шутне кĕнĕ. 1863 çулхи Польша пăлхавĕ хыççăн, 1870 çулта Коньсковольă пĕтĕмлĕхпех хула статусне алран кăларса ӳкерет. Раççейри 1905-1907 революци вăхăтĕнче кунта нумай пĕрлĕхлĕ демонстраци, забастовкă ирттернĕ. 1918 çултанпа каллех Польшăна таврăнать.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăшĕнче, 1939 çулхи авăн, 15, Коньскавольăна Германи оккупациленĕ. Çак вырăнта çартыткăнĕсен лагерьне йĕркеленĕ, ăна тепĕртакран пăсса янă, ун вырăнне концентраци лагерьне туса хунă, вăл вара 1943 çулчен тытăнса тăнă. Кунта ĕнтĕ хĕстерсе тытнисене вырăнти фермăсенче Германишĕн ĕçлеттернĕ тата çулсем тутарнă.
[тӳрлет] Çулçӳревçĕлĕх, курмаллăх
- Чи палли католици чиркĕвĕ шутланать. Кунта Опалинскисемпе Любомирскисен çемйисен вилтăприсем выртаççĕ.
- «Люблин ренессансĕ» чиркĕвĕ, 1613 çулта хута янă.
- лютерансен çăви.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Франц Заблоцкий
- Князьнин Францишек Дионизы