Словарь
Википедири материал
Словарь, — чĕлхери сăмахсен йышне çырса кăтартакан кĕнеке. Чăвашла ăна сăмахсар та теççĕ.
Компьютер техники аталланнă май электронлă тата онлайн словарьсем вăйлă сарăлаççĕ.
[тӳрлет] Лингвистика словарĕсем
Словарьсене икĕ пысак ушкăна уйăраççĕ: лингвистика, е чĕлхе словарĕсем тата энциклопеди словарĕсем.
Лингвистика словарĕсем сăмахсен пĕлтерĕшĕсене, вĕсен грамматика паллисене, мĕнле çырмалли-каламаллине тата ыттине те çырса кăтартаççĕ, урăхла каласан словарьсен ку тĕсĕ сăмахпа çыхăннă, вĕсен тĕп объекчĕ сăмах шутланать.
Тĕллевне кура лингвистика словарĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ:
- куçару,
- тӳнтер,
- ăнлантаруллă,
- терминологи,
- орфографи,
- орфоэпи,
- этимологи,
- фразеологи,
- синонимсемпе омонимсен,
- антонимсен словарĕсем.
Вырăнти калаçу сăмахĕсен словарĕсем те пур.
Лингвистика словарĕсен материалне пĕр чĕлхепе те, темиçе чĕлхепе те çырса кăтартаççĕ. Ик чĕлхепе çырнă словарьсен шутне куçару словарĕсем кĕреççĕ, тĕслĕхрен, чăвашла-вырăсла, вырăсла-чăвашла словарьсем. Тӳнтер словарь, ăнлантаруллă словарь, орфографипе орфоэпи словарĕсем — пĕр чĕлхе словарĕсем.
[тӳрлет] Энциклопеди словарĕсем
Энциклопеди словарĕсен шутне тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене, ĕçсемпе событисене, тĕрлĕ ăнлавсене ăнлантарса паракан словарьсем кĕреççĕ. Ку йышши словарьсене япала ячĕсене тата япала ячĕллĕ сăмах майлашăвĕсене (япала ятне ăнлантаракан сăмахсемпе пĕрле), пайăр ятсене кĕртеççĕ. Энциклопеди словарĕсенче тĕрлĕ иллюстрацисем (ӳкерчĕксем, таблицăсем, диаграммăсем) параççĕ.
Чăваш энциклопеди словарĕсем шутне «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», «Писатели Чувашии» энциклопеди словарĕсем кĕреççĕ.