Матвеев Тимофей Матвеевич
Википедири материал
Матвеев Тимофей Матвеевич, — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, педагог, редактор, малтанхи шкул вĕренӳ кĕнекисен авторĕ. 1884 çулхи кăрлачăн 25 халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче çуралнă. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 10 Соликамск хулинче вилнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1897—1903 çулсенче Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш семинарийĕнче вĕренне. Пĕр тапхăр ялти шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ, ун хыççăн Хусан университечĕнче вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ (1911—1915). Виçĕ çул хушши — Глазов хулинчи, ун хыççăн Канашри учительсен семинарийĕнче (1918—1925) ĕçленĕ. 1925-1928 çулсенче Ф.Т. Тимофеевпа пĕрле Хĕвел тухăçĕнчи халăхсен институчĕн (СПб) аспирантуринче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ (1931—1936).
1936 çулта национализм енĕпе айăпласа репрессиленĕ. 1939 çулта ГУЛАГăн Соликамск лагерĕнче вилнĕ. 1956 çулта реабилитациленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Тимофей Матвеев чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче пысăк йĕр хăварнă. Унăн пирвайхи тĕпчевĕ — «Грамматика чувашского языка» (1919). Ку вăл тĕрлĕ семинарисемпе училищĕсенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ пособи. Унта чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине çырса кăтартнă. Çак кĕнекене И.Я.Яковлев пысăка хурса хакланă.
Тимофей Матвеев чăваш диалекчĕсене тĕпчес тĕлĕшпе нумай вăй хунă: аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтра, СССР Ăслăлăхсен академийĕн планĕ тăрăх, Чăваш республикинчи ялсем тăрăх çулсерен экспедицире çӳренĕ, нумай материал пухнă. Вĕсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн 1930 çулта «Краткий обзор чувашских диалектов» ятпа пичетлесе кăларнă. Хăйĕн тĕпчевĕнче чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене, вĕсен ушкăнĕсене пуçласа палăртнă.
Тимофей Матвеев лексикографире те нумай ĕçленĕ, Н.И.Ашмарин вилнĕ хыççăн унăн словарĕн VI—XI томĕсене редакциленĕ. 1931 çулта вăл ертсе пынă авторсен ушкăнĕ 10 пин сăмахлă «Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнеки» пичетлесе кăларнă. Хăй вăхăтĕнче çак словарь шкул ачисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те питĕ кирлĕ справочник пулнă.
Тĕпчевçĕ халăха вĕрентес ĕçе те вăйлă хутшăннă: вăл шкулсем валли 1920—1930 çулсенче хатĕрленĕ программăсемпе вĕренӳ кĕнекисен, вĕренӳ пособийĕсен авторĕ. Ку ĕçе Ф.Т. Тимофеевпа (Тимухха Хĕветĕрĕпе) пĕрле туса пынă. Чăваш литература чĕлхин нормисемпе орфографи правилисене хатĕрлес ĕçре те Тимофей Матвеев тӳпи пысăк.
[тӳрлет] Пичетленнĕ ĕçĕсем
- Грамматика чувашского языка. Симбирск, 1919;
- Краткий обзор чувашских диалектов. Яфетический сборник, VI. 1930 (Ку ĕçе иккĕмĕш хут 1960 çулта «Материалы по чувашской диалектологии. Вып. 1» кĕнекере пичетлесе кăларнă);
- Чăваш чĕлхин грамматики. Морфологи. 5-мĕш вĕренӳ çулĕ. Ш., 1933 (Ф.Т.Тимофеевпа пĕрле);
- Некоторые особенности чувашских числительных //Вопросы чувашского языка, литературы и искусства. Ч., 1966.
[тӳрлет] Литература
- Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
- Золотов Н.Я., Т.М.Матвеев и Ф.Т.Тимофеев // Уч. зап. ЧНИИ. Вып. 39. Ч., 1969;
- Павлов И.П. Чăваш халăхĕн мухтавлă чĕлхеçи //Ком. ялавĕ. 1984. Янв. 25-мĕшĕ.