Яковлев Иван Яковлевич
Википедири материал
Яковлев Иван Яковлевич — чăваш халăхěн çутлăхçи, çěнě чăваш çырулăхне йěркелекенě, Библие чăвашла куçараканě.
1848 çулхи ака уйăхĕн 25 хальхи Тутар Республикине кĕрекен Кăнна Кушки ялěнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, чăваш шкулĕн инспекторĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ертӳçинче ĕçленĕ. Н.И. Ильминский вĕренекенĕ. 1930 çулта вилнĕ, Мускаври Ваганьково масарĕнче пытарнă.
Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта Чăваш наци библиотеки умěнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне И.Я. Яковлев музейě тăван ялěнче те, Чĕмпĕрте те пур.