Ашмарин Николай Иванович
Википедири материал
Ашмарин Николай Иванович, — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Наукăсен академимĕн член-корреспонденчĕ (1929). 1870 çулхи юпа уйăхĕн 4 Етĕрне хулинче çуралнă. 1933 çулхи çурла уйăхĕн 26 Хусанта вилнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти учительсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр хĕвел тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн преподавателĕ (1920—1923). 1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультечĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи докторĕ. Николай Ашмарин Хусанти Хĕвел тухăç педагогика институчĕн проф-че ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Наукăсен академийĕн член-корреспондентне суйланă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Николай Ашмарин чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, раща ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.
Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.
Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мимологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.
[тӳрлет] Паллăрах ĕçĕсем
- «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902);
- «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
- «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923);
- «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).
Вĕсен тематики питĕ анлă:
- чăваш халăхĕпе унăн чĕлхин историйĕ;
- чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ (фонетика);
- морфологи;
- предложенисен тĕрлĕ синтаксис конструкцийĕ, падеж системи, хисеп категорийĕ (синтаксис);
- диалектологи
- тата ыттисем те.
[тӳрлет] Литература
- Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
- Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
- Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
- Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
- Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.