Ганза ушкăнĕ
Википедири материал
Ганза ушкăнĕ (ним. Hanse, авал.-çӳлти-ним. Hansa, тӳррĕн куçарсан «ушкăн», «пĕрлешӳ») — XIV ĕмĕрте йĕркеленнĕ çурçĕр нимĕç хулисен сутă-илӳллĕ тата политикăлла пĕрлешĕвĕ.
[тӳрлет] Истори
Пĕрлешĕве XII ĕмĕрте йĕркелесе янă. Ун чухне купçăсен тата сутă-илӳ ушкăнĕсен пĕрремĕш пĕрлĕхлĕхĕ чăмăртаннă.
Любек хули Балтика Çурçĕр тинĕсĕсенчи пулă тытмалли вырăнсемпе çыхăну тытнă май, 1241 çулта Гамбургпа килĕшӳ хучĕ çырнă. Гамбург хăй май Люнебург хулин тăвар сутă-илӳ çулĕсене пăхса тăнă. Пĕрлешлĕ хуласен аллине тăварланă пулă сутă-илӳ ĕçĕсем лекнĕ, уйрăмах Сконе пасарĕ урлă пыраканнисем; 1260 çулта пĕрлешӳне Висмар, Росток тата Кёльн хулисем хутшăннă.
«Нимĕç Ганзи», е «аслă Ганза», термин 1356 çулта çуралнă. Çавăн чух ганзей хулисем хăйсен ĕçĕсемшĕн пĕрле кар тăнă.
Тĕплĕнрех Ганза хулисен ушкăнĕ — Гамбург, Бремен, Кёльн, Гданьск (Данциг), Рига тата ытисем те (пĕтĕм шучĕ 60-80 çитнĕ) Любек хули ертсе пынипе — 1367—1370 çулсенче йĕркеленсе кайнă.
Ганза ушкăнĕ хăйĕн уйрăмĕсене Брюгге, Лондон, Новгород, Берген тата ытти хуласенче уçнă. Ганза Европăн тухăç, анăç тата çурçĕр çĕрĕсене Балтика тата Çурçĕр тинĕсĕсем урлă сутă-илӳ ĕçĕсее хастарлă çыхăну тытма пулăшнă. Ганзей ушкăнĕн Пĕрремĕш пĕтĕм пухăнăвĕ 1367 çулта пулса иртнĕ. XIV — XV варринче Ганза питĕ çӳле хăпарса пынă, вăл вăхăтра 160 яхăн хула çав ушкăна хутшăннă. Ганза ушкăнĕн кун-çулĕ 500 çул ытла, 1669 çулчен тăсăлнă. Ганза сутă-илӳ япалисем — Балти çĕршывĕсенчен, Скандинавирен, Руçрен тухнă: тырă, меха, сăран, тăвар, пулă, сало, пыл, воск, кĕмĕл руда, вăрман тата вăрман хуçалăх япалисем — сăмала, тикĕт тата ытти те. Анăçран хирĕçле сукно, металл изделия, эрехсем, предметы роскоши, пряности тиесе сутма пынă.
Пур ĕçĕсене Ганза ушкăнĕ элчисен пуххисенче уçса панă. Пухăвĕсене Любекра ирттернĕ. Ганзей хулисенче купçăсен патрициачĕ хуçаланнă. Ганза пĕрлĕхлĕ политикăллă организм пулнă, Германи империн пайĕ шутлансан та, ертсе пыракан органсăр, пĕрлĕхлĕ казнасăр, çарсăр пулнă. Хăшпĕр хулисем çеç флот тытса тăнă. Ганза вăрçăсене хутшăннă, тĕслĕхрен Данипе (1367—1370), ăна çĕнтернĕ. Анчах та хуласем хушшинчи ăмăрту-тавлашу пирки, социаллă юхăмсем хăпарса кайнипе XV ĕмĕр варринче Ганзан шайĕ ӳкнĕ. Çапах та тĕп сăлтавĕ — Англипе Нидерланды сутă-илӳ енĕпе тавлашса ăмăртни пирки пулнă. 1478 çулта ганзей купçисене Новгородран хăваласа кăларса янă.
Европăна Америкăпа тата Индипе çыхăнтаракан (Атлантика океанĕ урлă) çĕнĕ тинĕс çулĕсем уçнă хыççăн Ганза хăйĕн рольне çухатнă. Ганзей хулисен юлашки пухăвĕ 1669 çулта пулса иртнĕ.
[тӳрлет] Ганза ушкăнне кĕнекен Раççей хулисем
- Белозерск
- Ивангород
- Калининград
- Новгород
- Псков
- Смоленск
- Тихвин
- Тверь
- Аслă Устюг
- Кингисепп