Чулман Атăл
Википедири материал
Чулман Атăл, — Атăлăн сулахай юппи. Атăлăн чи пысăк юппи.
Юханшыв тăршшĕ 1 805 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 507 км2. Тури Чулман сăртлăхĕнче юхма пуçлать те Куйбышев шывуправĕн Чулман кӳлмекне юхса кĕрет.
[тӳрлет] Юпписем
Пурĕ юханшыв бассейнĕнче 73 718 юханшыв, вĕсенчен 94,5 % — 10 çухрăмран та пĕчĕкрех юханшывсем. Тĕп юпписем:
- Кăнтар Кельтма;
- Вишера (Колвăпа пĕрле);
- Чусовой (Сылвăпа пĕрле);
- Шур Атăл (Ĕпхӳпе пĕрле)
- Ик;
- Зай;
- Коса
- Обва
[тӳрлет] Атăл е Чулман Атăл
Атăлпа Чулман Атăлăн пысăкăшĕ пĕр пек, анчах та тĕп юханшыв вырăнне Атăла шутлаççĕ. Ку вăл историпе çыхăннă пулăм. Гидрологи уйрăмлăхĕсене пăхсан вара тĕп юханшыв вырăнне Чулман Атал шутланмалла: унăн бассейн лаптăкĕ пысăкрах, вăтамран шыв калăпăшĕ ытларах юхать, тинĕс шайĕнчи вăтамри çӳллĕшĕ пысăкрах. Çапла вара гидрологи уйрăмлăхĕсене тĕпе хурсан Каспи тинĕсне Чулман Атăл юхса кĕрет теме май пур.