Атăл
Википедири материал
Атăл, — Европăн хěвелтухăç енче вырнаçнă юханшыв, Раççей патшалăхĕ тăрăх юхать. Валдай çӳллĕшĕнче пуçланса Каспи тинĕсне юхса кěреть. Европăра чи пысăк юханшыв шутланать. Тăршшě 3 530 çухрăм (водохранилищесем туса хуриччен 3 690 çухрăм). Бассейн лаптăкě 1 360 пин км².
Вăтам ĕмĕрсенче юханшыва Итиль е Этель тенĕ. Антика вăхăтĕнче (хальхи эрăн пĕрремĕш ĕмĕрĕсем) Ра тесе палăртнă.
Атăла пĕтĕмпе 200 шыв юппи юхса кĕрет. Чи пысăккисем Селижаровка, Тверца (юханшыв)Тверца, Молога, Шексна, Унжа, Ока, Сăр, Ветлуга, Сĕве, Чулман Атăл, Самар, Мăн Иргиз, Еруслан, Ахтупа.
Атăл çинче нумай шыв управĕсем пĕвелесе электроэнерги хăватлăхне кăларакан станцисем чылай туса лартнă.
[тӳрлет] Этимологи енчен çырни
Юханшывăн "Атăл" ячĕ хунсен-пăлхарсен Атăл (Аттил) ĕмпĕвĕнчен килет. Вырăссем тата Европăра (тĕнчере те) йышăннă "Волга" ячĕ "Болга" ятран тухать, вăл вара "пăлхар" тени пулать.
Пăлхар (болгар е булгар) этнонимĕпе çыхăннă географи палăртăвĕсем (топонимсемпе гидронимсем) çĕр çинче чылай.