Чĕре
Википедири материал
Чĕре — юна юн пăрăхĕсемпе чуптаракан фибрăллă-мышцăллă орган.
Тупмалли |
[тӳрлет] Эволюциллĕ аталанăвĕ
Палеонтологи тĕпчевĕсем тăрăх, пĕрремĕш чĕре ансат çурăм шăнăрлă (хордăллă) чĕрчунсенчен аталанма тытăнать. Çапах та пĕтĕмĕçлĕ орган пулса пулăсен шутлама йышăннă. Вĕсен чĕри икĕ пӳлмĕллĕ (камерăллă), клапан аппарачĕпе чĕре хутаçĕ аталанама тытăнаççĕ.
Тăватă пӳлмĕллĕ чĕре чи малтанах сĕтĕçекен чĕрчунсен — диносавăрсен — аталанса пынă. Малалла çак чĕре диносавăрсен тӳрĕ тăхăмĕсенче — кайăксенче тата паянкунхи сĕтĕçекенсенче аталанса пырааççĕ.
Çĕр-шыв чĕрчунĕсемпе рептилĕсен юн çаврăнăшĕ халĕ икĕ ункăллă, вĕсен чĕри виçпӳлмĕллĕ (вĕсен чĕре умĕсене уйăракан чаракĕ те пулса çитет). Пĕртен-пĕр паллă чĕре аталанса çитеймен рептилĕ — крокодил, унăн чĕре умĕсене уйăракан чаракĕсем пĕтĕмпех уйăрса хураймаççĕ.
Çурăм шанăрлă чĕрчунĕсен пурин те чĕре шутне чĕре хутаççипе (перикард) клапан аппарачĕ кĕреççĕ. Моллюскă чĕринче те клапăнсем пур, анчах та перикарчĕсем çук.
Кăпшанкăсемпе членистоногисен ? чĕрисене юн куçаракан органĕсем теççĕ. Çурăм шăнăрлисен чĕри — пушмаксăр. Молюскăсен, членистоногисен тата кăпшанкăсен чĕрисен шучĕ темиçе те пулма пултарать.
Хуртсен чĕре палăртăвне кăтартмаççĕ.
[тӳрлет] Сĕтĕçекен чĕрчунсен, кайăксен чĕри
Сĕтĕçекен чĕрчунсен, кайăксен чĕри тăватă пӳлмĕллĕ (камерăллă). Юн юхăмĕн енĕпе чĕрене çапла палăртаççĕ: сылтăм чĕре умĕ,сылтăм чĕре хырăмĕ, сулахай чĕре умĕпе сулахай чĕре хырамĕ. Чĕре умĕсемпе чĕре хырăмĕсем хушшинче фибрă-мышцăллă клапансем — сылтăмра — трикуспидаллă, сулахайра — митраллă пулаççĕ.
Чĕре хырăмĕсенчен тыхнă çĕртре çыхăнтаракан тĕртлĕ клапансем (ӳпке клапанĕ — сылтăм енче, аортă клапанĕ — сулахай енче) вырнаçнă.
Чĕрен çӳлти тымарĕсем витĕр юн сылтăм чĕреумне юхса кĕрет, хыççăн сылтăм чĕре хырăмне куçать, кайран пĕчĕк юн ункă çаврăнăшăвĕпе ӳпкесем витĕр вĕсене йӳçлĕк парса хăварса, сулахай чĕреумне çитет, сулахай чĕре хырăмне кĕрет, органисăмăн тĕп артерине - аортăна çитет.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Чĕрепе юн пăрăхăсен системи
- Юн çаврăнăшĕ
- Çынăн юн çаврăнăшĕ
- Чĕре чирĕсем
- Кардиологи
- Чĕре символĕ
- Abiocor
- Юн таппи