Чăваш Енĕн Тăвай районĕ
Википедири материал
Чăваш Енĕн Тăвай районĕ — Чăваш Енĕн хĕвелтухăç енче вырнаçнă район. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Вăрмар районĕ, хĕвеланăç енчĕ Канаш районĕ, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче Тутарстанпа юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 524,4 км2 танлашать. Район администрациĕ Тăвай салинче вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Тăвай районĕ Чăваш плато тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕсем сăртлă, çырмасем пит нумай.
Çĕр айĕнчи пуянлăхсем шучĕнче çӳрт хăпартмаллисем кăна. Кунта кирпĕч чĕр таварĕ, карбонад породисем кĕреççĕ. Кирпĕч валли усă куракан тăма кăларас икĕ вырăнтан пĕрине кăна, Тăвай патĕнче вырнаçнăскерне, усă кураççĕ.
Ку тăрăхра вăтам климат, хĕлĕсем сивĕ, çăвĕсем ăшă. Кăрлачăн вăтам температури -13°С, утă уйăхĕн — 18,7°С танлашать. Чи сивĕ палăртнă температура — -42°С, чи ăшши — 37°С. Çул хушшинче вăтамран 490 мм юр-çумăр ӳкет. Ытларах енĕпе юр-çумăр ăшă тапхăрта çăвать.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕнче районта 19,3 пин çын пурăннă. Ку районта çынсем питĕ йышлă пурăнаççĕ. 1км 2 çине 38 çын килет. Районта пĕтĕмпе 31 ял, вĕсенче вăтамран 655 çын пурăнать. Çынсен шучĕнчен 90% ытла чăвашсем.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Арапов Владимир Яковлевич, — график.
- Васильев Александр Георгиевич, — кĕвĕçĕ.
- Васильев Владимир Васильевич, — сăвăç, кĕвĕç.
- Воробьёв Василий Петрович, — хор дирижёрĕ, кĕвĕçĕ, вĕрентекен.
- Григорьев Юрий Павлович, — кĕвĕçĕ.
- Данилов Дмитрий Данилович, — литература критикĕ, вĕрентекен.
- Димитриев Николай Владимирович, — юрăçă.
- Иванов Александр Иванович, — журналист.
- Кузьмина Вера Кузьминична, — актриса.
- Максимов Степан Максимович, — кĕвĕçĕ.
- Михаил Сунтал, - çыравçă.
- Парамонов Тимофей Парамонович, — халăх юррисене пухаканĕ, вĕрентекен.
- Парне Георгий Васильевич, — актёр, режиссёр.
- Романова Фаина Александровна, — театр ертӳçи.
- Сандров Николай Александрович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Сверчков Никита Кузьмич, — живописец, график.
- Сидоров Николай Иванович, — драматург, çыравçă.
- Спиридонов Григорий Спиридонович, — чăваш скульпторĕ.
- Спиридонов Моисей Спиридонович, — живописец, график.
- Степанов Николай Степанович, — актёр.
- Терентьев Геннадий Терентьевич, — драматург, актёр.
- Тимаков Вениамин Петрович, — сăвăçă.
- Трифонова Валентина Ивановна, — актриса.
- Тăхти Илья Ефимович, — сăвăç, прозаик, халăх пултарулăхне пухаканĕ, халăх йăли-йĕркисене тĕпчекенĕ, тăлмач.
- Хумма Çеменĕ, — прозаик, сăвăç, тăлмач.
- Элпи Валентина Андреевна, — çыравçă.
- Яклашкин Морис Николаевич, — хор дирижёрĕ, вĕрентекен.
[тӳрлет] Каçăсем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăрьел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |