Терентьев Геннадий Терентьевич
Википедири материал
Терентьев Геннадий Терентьевич, — паллă драматург, актёр. 1929 çулхи юпа уйăхĕн 17 Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи (халĕ Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси яленче çуралнă. 2006 çулхи ака уйăхĕн 13 Шупашкарта вилнĕ.
1970 çултан Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ артисчĕ. 1976 çулта ăна Чăваш АССР халăх артисчĕ ятне панă. 1982 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ артист ятне тивĕçлĕ пулнă. 1971 çулта К. С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премиĕн лауриачĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чăваш академи драма театрĕ çумĕнчи студине вĕренсе пĕтернĕ. 1954-1998 çулсенче унта ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Вылянă рольсем шучĕнче:
- Федор (Н. Айзманăн «Кай, кай Ивана»);
- Сетнер (К.Ивановăн «Нарспи»),
- И.Н.Ульянов (Н.Терентьевăн "Волны бьют о берег", 1970);
- Ангел (А.Ф.Коломийцăн "Дикий Ангел", 1982);
- И.Я.Яковлев (И.С.Максимов-Кошкинскийăн "Буря за бурей"; Н.Терентьевăн "После молнии — гром");
- Элендей (Ильпек Микулайĕн «Хура çăкăр»)
- Кузьма (В.Распутинăн «Деньги для Марии» )
- тата ыттисем.
Геннадий Терентьев, республикăн театрĕсенче лартнă вунă ытла пьесăн авторĕ. Пĕрремĕш «Нонка юратăвĕ» пьесине театрта вылянă хушарах çырма пуçланă. Унăн кĕнекисем:
- «Ывăлсем»
- «Энĕш хĕрринче» (1979);
- «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» (1989);
- «В Анаткасах»;
- «Милая, знала бы ты»
- тата ыттисем.
Геннадий Терентьев эстрада çинче те хăй пултарулăхне кăтартнă. Ухтер Мучи сăнĕ асăма халăхра юлнă.
Çавăн пекех вăл телевидени фильмĕсенче темçе роль вылянă, фильмсене чăваш дубльĕсем тунă чухне хутшăнать.