Рис
Википедири материал
Рис (Oryza) — мятликов çемйинчи пĕрçуллăхлă тата нумайçуллăхлă курăклă ӳсентăрансен ăратĕнчи кĕрпеллĕ культура.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çырса палăртни
[тӳрлет] Ячĕ
«Рис» сăмах Раççее XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче тин çитет, вăл riсe сăмахран пулать, унчен ăна сарацин пĕрчи е сарацин тырри, каярах ячĕ сорочин вир кĕрпи куçать. Ăрат ячĕ Oryza санскрит сăмахĕнчен (vrihi) пулса тухнă.
[тӳрлет] Пулу
Тропик ялхуçалăх культури пулнă май, риса субтропик тата вăтам тăрăхăн ăшă çĕрĕсенче пĕр çуллăхли ака рисне (Oryza sativa) çĕре акаççĕ. Вăл авалхи пат культурисенчен пĕри шутланать. Апат-çимĕç культури шучĕпе риса 7 пин çул каялла Кăнтăр-Тухăç Азире, хальхи Индипе Китайтерриторийĕсенче çитĕнтерме тытăннă. Кавказ-лешьенĕн тата Тĕп Азире риса пирĕн эрăччен II—III ĕмĕрсенче акма пуçланă, Европăра ял хуçалăх культури хисепне рис VIII ĕмĕрте кĕрет, Америкăна — XV —XVI ĕмĕрсенче çитет. Раççее культурă Венгрипе Украина урлă XV ĕмĕрте çитнĕ.
[тӳрлет] Усă курни
[тӳрлет] Хуçалăх
Тĕнчере риса çитĕнтерсе пухас енĕпе Китайпа Инди малта пулаççĕ.
Çĕршыв | 1985 | 1995 | 2005 |
---|---|---|---|
Китай | 171 319 | 187 298 | 184 254 |
Инди | 95 818 | 115 440 | 129 000 |
Индонези | 39 033 | 49 744 | 53 985 |
Бангладеш | 22 556 | 26 399 | 40 054 |
Вьетнам | 15 875 | 24 964 | 36 341 |
Тайланд | 20 264 | 22 016 | 27 000 |
Мьянма | 14 317 | 17 957 | 22 000 |
Филиппинă | 8 806 | 10 541 | 14 800 |
Бразили | 9 025 | 11 226 | 13 141 |
Япони | 14 578 | 13 435 | 10 989 |
[тӳрлет] Каçăсем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи Тулă, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Ыраш, Урпа.