Перт (Австрали хули)
Википедири материал
Перт | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Австрали |
---|---|
Регион: | Анăç Австрали |
Никěсленě: | 1829, çĕртме, 11 |
Хула, çултан: | |
Халăх йышě, пин çын: | 1 477 (2005) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 31°57′11″ к. ш. |
Геогр. долготи: | 115°51′32″ х.т. д. |
Перт, — Анăç Австралин пысăк хули, штатăн тĕп хули. Хула Инди океанăн хĕрринче вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
2005 çулта кунта 1,477 млн çын пурăннă. Ку вăл Анăç Автралири халăх йышĕнчен 75%.
Халăх йышĕпе Перт Австралире тăваттăмăш вырăн йышăнать (Сидней, Мельбурн тата Брисбен хыççăн). Çулсерен халăх йышĕ ку хулара 2% ӳсет — çапла вара вăл Австралири чи хăвăрт ӳсекен хула шутланать.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Перт хулине 1829 çулхи çĕртме 11-мĕшĕнче Джеймс Стирлинг капитан никĕсленĕ. Вăл ăна Свон Ривер колонийĕн ирĕклĕ политикăллă вырăн пек тăвасшăн пулнă. Хальхи кунччен вăл Анăç Австрали правительствин резиденцийĕн вырăнне йышăнать.