Курск (шывай кимми)
Википедири материал
- Ытти пĕлтерĕшсене Курск (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.
Ракетăллă атом шывай крейсерĕ К-141 «Курск», — 949А çунат ракетăллă (1986 çултанпа) проект, шифрĕ: 949А "Антей" проекчĕн шывай киммисем (ÇАПУ палăртăвĕпе — «Оскар-II»).
1992 çулта Северодвинск хулинче тума пуçланă, 1994çулта, çу уйăхĕнче шыва антарнă, 1994 çулта раштав уйăхĕн 30-мĕшĕ ĕçе кĕртнĕ.
1995 — 2000 çулсенче — Çурçĕр флочĕн шутĕнче.
ÇАПУ Сербине хирĕç вăрçнă чух «Курск» вăрттăн АПШ-н АПШ-н ТÇВ авианосцĕсене сăнаса çӳренĕ volgograd.info, Лячин Геннадий Петрович, 2006 çулхи пуш, 8.
2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Баренцев тинĕсĕнче шыва путнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Сирпĕнĕвĕн тĕрлĕ версийĕсем
[тӳрлет] Вĕрентӳ торпеди сирпĕнни
Официаллă 2000 страницăллă пĕтĕмлетĕве, 2002 çулта генпрокурор Устинов çырса çирĕплетнĕ. Унта «Курскăн» торпеда отсекĕнчи вĕрентӳ торпеди сирпĕннĕ тесе палăртнă. Анчах та водород пероксичĕллĕ торпедисемпе тĕнчери çĕршывсен флочĕсем 50 çул ытла усă курмаççĕ. «Курск» вара çĕнĕрен те çĕнĕ карап шутланать.
[тӳрлет] Террорист-вилĕмçĕ
Катастрофа хыççăнах, чеченсен веб-сайчĕ шывай киммине террорист-вилĕмçĕ сирпĕнтернĕ тесе хыпар салатнă. Кимĕ ăшĕнче Дагестанран пынă ОАО завод «Дагдизель» специалисчĕсем пулнă. Анчах та ку версийе хăвăрт пăрахăçланă.
[тӳрлет] Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин мини
Хăйтĕллĕн сирпĕннĕ торпеда версийĕ пекех, «пацифистлă» версисем шутĕнче, «Курск» Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи карапа хирĕçле минă çине кĕрсе кайнă та торпеда сирпĕннĕ текен шухăш пур. Çак версийе питĕ витĕмлĕ Владимир Хотиненко «72 метра» фильмра кăтартнă. Официаллă версипе «торпеда сирпĕнни» çĕнтерсен, çак вариант патне урăх таврăнман.
[тӳрлет] "Курска" торпедăпа пенĕ
Катастрофа хыççăн тӳрех, темиçе генералпа официаллă çын Курска америка шывай кимми торпедăлана тесе çирĕплетсе каланă. Каярахпа çак версийе пусарчĕç, официаллă версине мала кăларчĕç. Çапах та франци режиссерĕ Жан-Мишель Карре (Jean-Michel Carré), 2005 çулхи кăрлач, 7 France 2 каналĕпе "«Курск»: Шывай кимми пăтрантарнă шывсенче" (Koursk: un sous-marin en eaux troubles) кăтарнă фильмĕнче «Курска» америкăн «Мемфис» шывай киммин торпеди аркатнă тесе палăртать. Унăн версийĕпе, «Курск» Шквал çĕнĕ торпедăпа кăтартуллă перĕм тума хатерленнĕ пулнă. Çакна америкăн икĕ шывай кимми — «Мемфис» тата «Толедо» хуралласа сăнанă. Пĕр самантра, «Курск» тата «Толедо» çапăннă (видеоçыравра тинĕс тĕпĕнче выртакан «Курск» корпусĕ вăрăммăн çурăлса татăлни пур), вара «Курск» хирĕç персе яриччен, «Толедăна» çăлас тесе («Курскăн» торпеда аппарачĕн ĕçлев шавлавне илтнĕ теççĕ), «Мемфис» МК-48 торпедăпа «Курск» çине пенĕ. Карре каланă май, Раççей президенчĕ Владимир Путин АПШпа лару-тарăва тӳрех хытă пăсас мар шутпа чăнлăха юри пытарнă.
[тӳрлет] Документсем
[тӳрлет] Видео/Сăнӳкерчĕксем
- «Russian Navy — Secrets of the Kursk» —Youtube-видео, треккинг 08:45.
- «Koursk – Un sous-marine en eaux troubles» — документалă фильм, режиссёр Jean-Michel Carré (тăршшĕ 1 сехет 13 минут), Google Video, субтитрисем вырăсла.
- Шывай киммине хăпартнă чухнехи сăнӳкерчĕкĕсем
[тӳрлет] Вуламалли
- La Stampa хаçат статьи — вырăсла куçарнă
- «Комсомольская правда», «Курска» американсемех путарнă-и?, 2005 утă, 29
- fact.ru, «Кто потопил "Курск"?»
- «Резонанс», Капитан первого ранга в отставке Виталий Люлин: « «Курскшăн» тавăрас тĕллев çав тери пысăк пулнă, анчах та ун чухне 118 çын мар, 118 миллион пĕтетчĕ», №6 2006г / «Бульвар Гордона», №32(68)