Вогез
Википедири материал
Вогез {{{Департамент Фр}}} | |
---|---|
Тĕплĕнрех |
|
Информаци | |
Номерĕ | 88 |
Регион | Лотаринги |
Префектура | Эпиналь |
Супрефектурăсем | Нёфшато Сен-Дье-де-Вож |
Халăх йышĕ пурĕ (1999) -Плотность |
60-мĕш вырăн 381 пин 65/км² |
Лаптăкĕ | 5 874 км² |
Округсем | 3 |
Кантонсем | 31 |
Коммунăсем | 515 |
Тĕп совет президенчĕ |
Кристиан Понсле |
Вырнаçни | |
[[Ӳкерчĕк:{{{Департамент Фр}}}-Position.png|Вогез департаменчĕ Франци карти çинче]] |
Вогез (франц. Vosges) — Францин хĕвелтухăç енче вырнаçнă, Лотаринги регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 88. Администрациĕ Эпиналь хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 381 пин (1999) çын.
[тӳрлет] Географи
Департамент лаптăкĕ 5 874 км² танлашать. Вогез сăрчĕсенче вырнаçнă департамент тăрăх Сона юхать.
Департамент шутне 3 округ, 31 кантон тата 515 коммуна кĕреççĕ.
[тӳрлет] Истори
Вогез — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Лотаринги провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Департамент ячĕ Вогез сăрчĕсен ятĕнчен пулнă.
1794 çулта ку тăрăхра Францин пĕрлешӳллĕ çарĕсемпе германла патшалăхсен коалици хушшинчи çапăçу пулса иртнĕ.
1793 тата 1795 çулсенче департамент çĕрĕсем шутне юнашар вырнаçнă Сальм кнеçлĕхпе Шмирек провинци çĕрĕсене хушнă. 1870-1871 çулсенчи Франксемпе Прусси вăрçи хыççăн департаментăн 4% патнелле Германине куçнă.
[тӳрлет] Ссылкăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- Conseil général (французла)
- Site sur les orgues du département des Vosges (французла)