Коррез
Википедири материал
Коррез Corrèze | |
---|---|
Тĕплĕнрех |
|
Информаци | |
Номерĕ | 19 |
Регион | Лимузен |
Префектура | Тюлль |
Супрефектурăсем | Брив-ла-Гайард Юссель |
Халăх йышĕ пурĕ (1999) -Плотность |
80-мĕш вырăн 232,6 пин 40/км² |
Лаптăкĕ | 5 857 км² |
Округсем | 3 |
Кантонсем | 37 |
Коммунăсем | 286 |
Тĕп совет президенчĕ |
Жан-Пьер Дюпон |
Вырнаçни | |
Коррез (франц. Corrèze) — Францин тĕп облаçĕн кăнтăр енче вырнаçнă Лимузен регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 19. Администрациĕ Тюлль хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 232,6 пин (1999) çын.
[тӳрлет] Географи
Департамент лаптăкĕ 5 857 км² танлашать. Лаптăкĕ виçĕ пая пайланать: Сăртлă-туллă (чи çӳллĕ вырăн Бессу сăрт, 978 метр), тӳрем тата Брив юханшыв айлăмĕ пайĕсем çине.
Департамент шутне 3 округ, 37 кантон тата 286 коммуна кĕреççĕ.
[тӳрлет] Истори
Коррез — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче чи пĕрремеш йĕркеленĕ департаментсем шутне кĕрет. Лимузен провинцин çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
[тӳрлет] Ссылкăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- http://www2.correze.net/EN/default.php
- http://www.correze.org/
- http://www.tourisme-correze.com/
- http://lacorreze.com