Çĕн Çĕпĕр
Википедири материал
Çĕн Çĕпĕр | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Çĕн Çĕпĕр облаçĕ |
Никěсленě: | 1893 |
Хула, çултан: | 1903 |
Халăх йышě, пин çын: | 1 397 (2006) |
Хула лаптăкě: | 500 км2 |
Геогр. широти: | 55°02′ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 82°55′ х.т. д. |
Çĕн Çĕпĕр (Çĕнĕ Çĕпĕр, Новосибирск), — Çĕпĕр федераллă округĕпе Çĕн Çĕпĕр облаçĕн тĕпĕ, Раççей хули. Мускавран 3 303 çухрăмра вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çанталăк
Çĕн Çĕпĕр хули континетлă климат тăрăхĕнче вырнаçнă. Çулталăк хушшинчи вăтам температура +0,2 °C. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура −18,8 °C, утă уйăхĕнчи — +19 °C. 1915 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче хулара чи сивĕ çанталăк тăнă, свылăш температури −51,1 °C таран чакнă. Чи шăрăх çанталăкра сывлăш температури +40 °C таран хăпарнă.
[тӳрлет] Истори
1893 çулта ку вырăнта Обь урлă чукун çул валли кĕпер хывма пуçланă. Кĕпер хывнă вырăнта çынсем пурăнма пуçланă. Пулас хулан темиçе хут та ячĕ улшăннă. Малтан вăл Çĕнял (Новая Деревня) ятпа паллă пулнă. Каярах, ӳснĕ май ячĕ Çĕн посёлок пулса тăнă. Пурăна киле ятне Александровски çине улăштарнă. 1895 çулта унăн ячĕ Çĕнĕ Николаевски (Ново-Николаевский) пулса тăнă. 1903 çулта ăна хула шайне кĕртнĕ, 1925 çулта Çĕн Николевск ятлă хулана Çĕн Çĕпĕр ята панă.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Çĕн Çĕпĕр хули вырăнĕнче 25 ял вырнаçнă пулнă: Мăнпа Кĕçĕн Кривощёково, Перово, Вертково, Бугры, Ерестнăй, Мочищенски, Речкуновка, Çĕн Луговски, Барышево, Издревăй, Усть Иня тата ыттисем те.
Хулана анлă ӳсме виçĕ сăлтав пулăшнă. Пĕрремĕшĕ, паллах, Трансçĕпĕр магистралне тума пуçлани. Кĕпере Обь урлă ку вырăнта хывни хула вырăнне палăртнă. Малтан магистраль Томск урлă иртсе каймалла пулнă. Анчах кунти скала евĕрлĕ çĕр килĕшнĕ пирки Н. Г. Гарин-Михайловский ертсе пыракан инженерсен ушкăнĕ кĕпере çак вырăнта хывма шутланă.
Иккĕмĕш сăлтавĕ — Çĕпĕр тĕпĕ пулса тăни. 1921 çулта Омскран Çĕпревкома тата ытти учрежденисене куçарнă. Çĕн Николаевск кĕперне тĕпĕ пулса тăнă. 1925 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Алтай, Енисей, Иркутск, Çĕн Николаевск, Омск тата Томск кĕпернисенчен Çĕпĕр Енне йĕркеленĕ, Çĕн Николаевск тĕп хули вырăнне йышăннă. Ăна ертсе пыма йывăр пулнăран 1930 çулта ăна икĕ Ен çине пайланă: Хĕвелтухăç Çĕпĕр Енĕ (тĕп хулине Иркутскра йĕркеленĕ) тата Хĕвеланăç Çĕпĕр Енĕ (тĕп хули Çĕн Çĕпĕр пулнă) çине. 1930-1940 çулсем хушшинче унăн шайĕ пĕчĕкленсе пынă, 1944 çулта вара хальхи чиккисем йĕркеленсе çитнĕ. 1920-1940 çулсем хушшинче хулара пурăнакан халăх йышĕ тăватă хут ӳснĕ.
Виççĕмĕш сăлтавĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ку хулана нумай предприятине куçарни пулса тухать. Хулана 50 ытла пысăк предприяти куçарнă.
Хулана никĕсленĕренпе 70 çул иртнĕ хыççăн унта миллиона яхăн çын пурăна пуçланă. Ку тĕнче шайĕнчи рекорд шутланнă. Унччен чи хăвăрт ӳсекен хула АПШри Чикаго шуланнă пулнă, Çĕн Çĕпĕре вара миллионлă хула шайне çитмешкĕн 20 çул сахалтарах кирлĕ пулнă.
2000 çулта Владимир Путин хушу кăларса Çĕпĕр федераллă округне йĕркеленĕ, Çĕн Çĕпĕр унăн тĕпĕ пулса тăнă.