Томск
Википедири материал
- Ку терминăн ытти пĕлтерĕшсем те пур. Томск (пĕлтерĕшсем) пăхар.
Томск | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Томск облаçĕ |
Никěсленě: | 1604 |
Хула, çултан: | 1782 |
Халăх йышě, пин çын: | 512,6 (2005) |
Хула лаптăкě: | 294,6 км2 |
Геогр. широти: | 56°30′ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 84°58′ х.т. д. |
Томск, — Раççей хули, Томск облаçĕн администрацийĕ вырнаçнă вырăн.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Томск хулин чылайăшĕ Томь шывĕн сылтăм хĕрринче вырнаçнă. Хуларан 50 çм Обь шывĕ, Мускава çитме 3,5 пин çухрăм. Томскран çурçер еннелле 12 çухрăмра Северск хупă хула, совет вăхăтĕнче «Томск-7» ятлăскер.
Хула лаптăкĕ — 294,6 çм². 4 пая пайланать: Киров, Совет, Ленин тата Октябрь районĕсем. Историллĕ районсем: Воскресенски сăрчĕ, Шурлăх, Шуркӳл, Анатпа Туçи Елани, Заисточье (Тутар слободи), Кӳлхыç, Каштак, Кирпĕч, Мухин Тĕмески, Хăйăрлăх, Уржатка, Черемошник, Швед сăрчĕ, Юрточ сăрчĕ, Шăтăк. 1970-1980-мĕш çулсенче çитĕнекен ачасем хăйсем хушшинче ытти районсене ят пачĕç: Аул, Заисток, Лондон, Мачта, Пахча, Париж, Техас, Шанхай.
2005 çулта хула çумне Светлый поселокне, Тимирязевски тата Дзержински салисене, Лоскутово, Эушта, Киргизка ялĕсене, Копылово чукун çул чарăнăвне çыпăçтарнă. Унчен Томск хули шутнĕнчи анклав Аэропорт посёлокĕ халĕ Томск районĕн Мирненски ял тăрăхне кĕрет.
[тӳрлет] Климат
Климачĕ вăтам континентлă. Çул вăтам температур: −0,6 °C. Сивĕсĕр тапхăрĕ 100—105 кун пулать. Хĕлĕсем шартлама сивĕ та вăрăм, чи сивĕ палăртнă температура −55 °C ( 1969 çул, кăрлач). Кăрлачăн вăтам температури: −19,2 °C, утăн вăтам температури: +18,1 °C. Çулта 435 мм чухлĕ нӳрĕк ӳкет.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
|
|
[тӳрлет] Истори
1604 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче зушта йăхĕн кнеçĕ Тоян вырăс патши Борис Годунов патне элчисемпе пынă, хăйсене Мускав патшалăх влаç айне илме тата Томь шывĕ çинче кăркăссемпе калмыксенчен хӳтĕленме сыхлав карманне лартма ыйтнă. 1604 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Борис Годунов Сургутри казак пуçлăхне Гаврила Писемскине тата Тобольскри стрелецсен пуçлăхне Васили Тыркова Томь шывĕ çинче карман тума, тавралăхри халăха расççей патши пăхăнăвне кĕртме хушса янă.
[тӳрлет] Каçăсем
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |