Турикас Тушкил
Википедири материал
Турикас Тушкил — Чăваш Енĕн Тăвай районне кĕрекен ял.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
[тӳрлет] Яла никĕслени
Юмах-халап тăрăх Тушкил ялĕ 500-600 çул каялла пуçланса кайнă. Ĕлĕк-авал ку вырăнта çын кĕрсе тухайми сĕм вăрман пулнă. Çав вăрманта пăч-пач çынсем киле пуçланă. Пĕрремĕш килнĕ çын Тускил ятлă пулнă. Вăл çурт лартма лайăх çĕр суйласа илет, шыв патне лартать. Ун хыççăн татах та çынсем киле пуçлаççĕ. Ял ячĕ вара Тушкил пулса тăрать.
[тӳрлет] Тушкилпе Ямпулат
Ĕлĕк-авал Шимпулапа Ямпула ятлă çынсем пурăннă. Вĕсем пĕр çемьре туслă, мирлĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Пĕррехинче Шимпулапа Ямпула хытă вăрçăнса каяççĕ. Çакăн хыççăн вĕсем уйрăм пурăнма пуçлаççĕ. Шимпулапа Ямпула ятсенчен вара Шимкуспа Ямпулат ялĕсем пуçланса кайнă.