Сочи
Википедири материал
Сочи | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Кроснодар Енĕ |
Никěсленě: | 1838 |
Хула, çултан: | 1917 |
Халăх йышě, пин çын: | 328,5 (2005) |
Хула лаптăкě: | 3506 км2 |
Геогр. широти: | 43°36′ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 39°43′ х. т. д. |
Сочи, — Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Раççей хули, курорт. Хула Шепсипе Псоу юханшывсем хушшинче вырнаçнă. Юнашар Адлер курорт пур.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Сочи таврашĕнчи çĕрсен авалхи тарăн истори пулнине археологи тупăшĕсем çирĕплетсе параççĕ. Кунта сĕм авал, антик тапхăрĕ, малти тата кайри вăтам ĕмĕрсен çĕр айĕнче упранса юлнă япалисене чылай тупнă.
[тӳрлет] Авалхи йăлаллă тата малти антик тапхăрĕ
Пĕрремĕш çын вырăнĕсене зихсем — хальхи адыгсен тăхăмĕсем шутланаççĕ — йĕркеленĕ. Пирĕн эрăччен V ĕмĕр те кунта вăраххăн авалхи грексен сĕмĕ сарăлать, анчах та вырăнти ту йăхĕсен çар хастарлăхне пула грексен колонизацийĕ малах каяйман, çапах та унăн йĕрĕ чылаях Кăнтăр (Понт) тата Çурçĕр Хура тинĕс çумĕнче курăнать.
[тӳрлет] Кайри антик тата малти вăтам ĕмĕрсем
Кайри антик сĕмĕ хытă сарăлать, уйрăмах хальхи грузи çĕрĕсем Висанти империйĕ шутне кĕрсен. V-XV ĕмĕрсенче тинес çумĕнчи чылай адыгсемпе шапсугсем Христос тĕнне (православие) йышăнаççĕ. VI – XV ĕмĕрсенче çак çĕрсем христиан патшалăхĕсен (Лазистан, тĕпĕ Кăнтăр Грузире,кайран юнашар Абхаз патшалăхĕ) пăхăнăвĕнче пулаççĕ. Çакна 20 ытла V-XIV ĕмĕрсенчи висанти базиликĕсем кăтартаççĕ, вĕсенчен чи палли Лоори хăрамĕ шутланать.
[тӳрлет] Куçăм тапхăрĕ
XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Кавказăн Хура тинĕсĕн çумĕ Осман империйĕн тата Раççейĕн геополитка сĕмĕ айне лекет. 1828-1829 çулхи Вырăс-турккă вăрçи хыççăн Раççей империне формально хальхи Сочи районĕ кĕрет. Анчах та тĕрĕссипе тинĕс çумĕнчи çар посчĕсене çеç тытса тăма пултарнă. Вырăнти халăхсем патша çарĕсене хирĕç хаяррăн çапăçнă. 1864 çул хыççăн кăна (Кавказ вăрçи вĕçленсен) хула территорийĕ Раççtй Империне куçать. Убыхсене, садзăсене тата шапсугсене, политика енчен шанчăксăр тесе, Анатолие (см. Кавказ мухаджирлĕхĕ) пурăнма куçараççĕ. Пушăннă çĕрсенче вырăс, украина куçса килнĕ çынсем йышăнма тытăнаççĕ, çаплах Турцирен тарса килнĕ эрменсем тата грекĕсем.
[тӳрлет] Çĕнĕ тапхăр
Сочи хулана 1838 çулта Александри форт ятпа никĕсленĕ, çаплах юнашар Таса Чун-чĕм (форт Святого Духа) (1837), Лазаревски тата Головински (1839) туса лартнă. Раççейĕн хӳтлĕхĕсене Кавказ виçĕ халăх çĕрĕсенче туса лартнă: садзен — Святого Духа, убыхсен — (Александрипе Головинский) тата шапсугсен — (Лазаревский). 1839 çулта Александрия форчĕн ятне Навагин хӳтлĕхĕ куçарнă, Крым вăрçи хыççăн пăрахса хăварнă, 1864 çулта çĕнĕрен Пост Даховский ятпа чĕрĕлсе тăнă. 1874 çултанпа — Даховский Посад, 1896 çултанпа — Сочи (Сочи юханшыв ячĕпе. 1917 çулта Сочи хула статусне куçать. 1935 çулта Верещагинка юханшыв айлăмĕ урлă Светланин виадукне тăваççĕ, вăл хулан варрине Светлана микрорайонĕпе çыхăнтарать. 1937 çултанпа Сочи Краснодар Енĕн шутĕнче. 1961 çултанпа «Мăн Сочи» хула агломерацийĕ тăватă района: Лазаревски, Тĕп, Хоста тата Адлер районĕсене пĕрлештерет.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1864 год çулчен Мăн Кавказăн Кăнтăр сăрт тайлăмĕнче 300.000 çын пурăннă, ытларах вырăнти шапсăксем упăксем, вĕсем малтан вырăнти шаманисăмпа спиритисăмпа (Висанти империйĕ тапхăрĕнче) хутăшăннă христианлăх тĕнне тытса пынă, кайран Осман империйĕ тапхăрĕнче ислам тĕнне тухнă. 1900 çулта, вăрçă хыççăн, Мăн Сочире, 33 пин çын пурăннă [1]:
- Вырăссем — 20.265 (61,4 %)
- Грексем — 5.583 (16,9 %)
- Черкессем — 2.052 (6,2 %)
- Армянсем — 1.305 (4,0 %)
- Молдавансем — 1.038(3,1 %)
- Имеретинсем — 975 (3,0 %)
- Чехсем — 826 (2,5 %)
- Поляксем — 333 (1,1 %)
- Турккăсем — 254 (0,8 %)
- Эстонсем — 175 (0,5 %)
- Грузинсем — 52 (0,2 %)
- Французсем — 19 (0,1 %)
Аяларах Сочи халăхĕсен 1897—2007 çулсенче улшăнăвĕсене кăтартнă[1]:
Çул | Пĕтĕм хулара пурăнакансем | Çав шутра хулара |
---|---|---|
1897 | 1.300 | |
1926 | 13.000 | |
1939 | 71.000 | |
1959 | 127.000 | |
1979 | 287.300 | |
1989 | 336.514 | |
2002 | 397.103 | 328.809 |
2006 | 395.012 | 329.481 |
2007 | 402.043 | 331.059 |
[тӳрлет] Сочи хулинче çапса ӳкернĕ кинофильмсем
- «Бриллиантовая рука» (1968, режиссёр Леонид Гайдай)
- «В городе Сочи тёмные ночи» (1989, режиссёр Василий Пичул)
- «Под куполом цирка» (1989, режиссёр В. Симаков)
- «Старик Хоттабыч» (1956, режиссёр Геннадий Казанский)
- «Приключения принца Флоризеля» (1979, режиссёр Евгений Татарский)
- «Под стук колёс»
- «Стервы, или странности любви» (2004)
- «Клан» (1991)
- «Будьте моим мужем» (1981, режиссёр Алла Сурикова)
- «Парк советского периода» (2006, режиссёр Юлий Гусман)
- «Опера. Хроники убойного отдела» (2004, режиссёр ?)
- «Убийство свидетеля» (1990, режиссёр Эдуард Гаврилов)
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Кафельников Евгений Александрович
- Воевода Алексей Иванович