Нуклон
Википедири материал
Нуклонсем (лат. nucleus — тĕшĕ) — атăм тĕшшисен шутне кĕрекен элементарлă пĕрчĕксем. Протонсемпе нейтронсене нуклонсем теççĕ.
Нуклонсем барионсен çемйи (N-барионсен ушкăнĕ) шутне кĕреççĕ. Вĕсем барионсенчен чи çăмăллисем шутланаççĕ.
[тӳрлет] Нуклонсен пахалахĕсем
Ячĕ | Палăртăвĕ | Масса, МэВ | Пурăну тапхăрĕ в ирĕклĕ тăрăмĕнче | Электрика авăрĕ | изопăрин проекцийĕ | Кварк шучĕсем |
---|---|---|---|---|---|---|
Нейтрон | n0 | 939,565 | 886 çек | 0 | −1/2 | udd |
Протон | p+ | 938,272 | > 2,9×1029 çул | +1 | +1/2 | uud |