Никитин Анатолий Никитич
Википедири материал
Никитин Анатолий Никитич, — чăваш кĕвĕçи. 1948 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче çуралнă, 1956 çулта ашшĕ-амăшĕпе Йĕпреç районĕнчи Спотар посёлокне куçнă.
1996 çултанпа Раççей кĕвĕçĕсен пĕрлешĕвĕнче тăрать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Спотарти 8 класслă шкултан вĕренсе тухсан, малтан Çĕрпӳри культпросветучилищинче, кайран Мускаври культура институтĕнче халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче пĕлӳ пухнă (1967-1971). Студент чухнех концертмейстер пулса Мускаври хор тата ташă коллективĕсенче ĕçленĕ. 1971-1980 çулсенче - Чăваш юрăпа ташă ансамблĕн баянист-концертмейстĕрĕ, 1980-1982 - Чăваш патшалăх филармонин «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕн музыка ертӳçи. 1982-1987 — Республика культпросветучилищин баянпа аккордеон класĕнче вĕрентекенĕ.
39 çула çитсен Ĕпхӳри искусство институтне вĕренме кĕнĕ, 3. Г. Исмагилов профессор патĕнче композиципе пĕлӳ илнĕ, 1992 çулта ăна ăнăçлă вĕçленĕ.
Пушкăртăстанти Чăваш обществипе культура тĕплĕхĕ çумĕнче «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕпе «Нухрат» эстрада ушкăнне йĕркеленĕ.
Шупашкара таврăнсан 50-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Шевле» эстрадăпа фольклор ансамбльне, çавăн пекех «Янташ» эстрада ушкăнне ертсе пырать, вĕсен юрри-ташисемпе Чăваш Енре тата тулашĕнче çынсене савăнтарать.
Тутарстанра, Пушкăртăстанра, Чĕмпĕрте, Самарта, Пензăра, [[Саратовра, Тюменьре, Чехословакинче, «Çавал» ансамблĕпе - Бельгире пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Кунта «Сказание о суварах» (Суварсем çинчен) симфониллĕ поэма, скрипка, виолончель тата фортепиано валли Трио, струнăллă Квартет, фортепиано валли Поэма-токката, Ю. Сементер сăввисем çине романсĕн циклĕ, С. Ильин либретти тăрăх «Уйахпи» балет валли кĕвĕ çырма пуçланă.