Марков Борис Семёнович
Википедири материал
Марков Борис Семёнович, — чăваш артисчĕ, режиссёр. 1924 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă. 1977 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Халăх юратнă ентешĕн вилтăпри тăван ял çăви çинче.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкарти педтехникумран вĕренсе тухсан, Тавăт шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă пуçлансан Борис Семенович нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçма фронта тухса кайнă, артиллерине лекнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен Борис Марков ГИТИСа вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, Шупашкара таврăннă. Çичĕ çул Чăваш академи театрĕнче спектакльсенче тĕп сăнарсене вылянă. Чăваш АССР халăх артисчĕн ятне тивĕç пулать. 1959 çулта Б. Марков ГИТИСра вĕренсе тухса музыка режиссерĕ пулать. Ăна чăваш музыка театрне йĕркелеме чĕнсе илеççĕ, театрăн тĕп режиссерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вокал тата балет студийĕсем уçать. 1960 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш патшалăх музыкăпа драма театрĕн сцени синче чăвашсен пĕрремĕш опери çуралать. Ку вăл – Федор Васильевăн «Шыварманĕ». Кăштах вăхăт иртсен Б. Мокроусовăн «Чапай» оперине (Раççейре пĕрремĕш хут!) лартать. Чăваш музыка театăрĕн тĕп режиссерĕн ĕçĕсене туса пынипе пĕрлех Б.С. Марков 1968-1972 çулсенче ССР Союзĕн Пысăк театăрĕнче опера режиссёрĕнче ĕçлет, ГИТИСра лекцисем вулать, доцент ятне тивĕçет.
1966 çулта Борис Семеновича РСФСР Культура министерствине ĕçе илнĕ.
Борис Семенович Марковăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, унăн чĕри 1977 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче тапма чарăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Раççейри опера театăрĕсен управленийĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл ӳнер ыйтăвĕсемпе икĕ кĕнеке, 40 ытла статья çырнă.
[тӳрлет] Хисепĕсем
- Чăваш АССР халăх артисчĕ.
- СССР Аслă Канашĕн депутачĕ,
- мире хӳтĕлекенсен комитечĕн, РСФСР Культура министерствин коллегийĕн членĕ, партин Чăваш обкомĕпе Шупашкар хула комитечĕн членĕ.
- РСФСР халăх артисчĕ,
- РСФСР ӳнер ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
- К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ (1969).
- Ӳнере аталантарас енĕпе ырми-канми, ăнăçлă ĕçленине пысăка хурса хакласа Б.С.Маркова «Хисеп палли» ордена парса хисепленĕ.