>


Web - Amazon

We provide Linux to the World


We support WINRAR [What is this] - [Download .exe file(s) for Windows]

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
SITEMAP
Audiobooks by Valerio Di Stefano: Single Download - Complete Download [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Alphabetical Download  [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Download Instructions

Make a donation: IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:  ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Кашкăр Микули — Википеди

Кашкăр Микули

Википедири материал

Кашкăр Микули (яăн ячĕ Волков Николай Григорьевич), — сăвăç, юрăç. 1881 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпӳел ялĕнче çуралнă. 1946 çулта вилнĕ.

2006 çулта республикăра Кашкăр Микули çуралнăранпа 125 çул çитнине уявланă, юбиляра халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Сăмахран, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ наукăпа-практика конференцине йĕркеленĕ. Паллă юрăçă-юмахçăн пултарулăхне тĕрлĕенлĕн тишкернĕ, хакланă.

[тӳрлет] Пурнăçĕ

Тĕрлĕ сăлтавсене пула унăн шкула çӳреме май килмен, вулама-çырма хăй тĕллен вĕренме тивнĕ. Акă, мĕнлерех çырать вăл ун пирки: «Эпĕ 1881 çулта çу уйăхин 3 числинче çуралнă. Эпĕ 11 çула çитсен, 1892 çулта манăн тăван атте Григорий Герасимов вилсе мана тăлăха хăварчĕ. Вăл мана хăй вилес умĕн каларĕ: «Ну, ывăлăм, эпĕ вилетĕп. Чупту ман кăкăра, итле ман сăмахсене: эпĕ сана пехиллĕх паратăп! Эпĕ хута вĕренмесĕрех вилетĕп. Эсĕ хута вĕренме тăрăш, ăслă çынсемпе паллашма тăрăш. Çын япалине ан вăрла, çын япалине çĕртен тупсан та, кам япали иккенне пĕлсен, хăйнех пар; эсĕ унпа пуяймăн», – терĕ» (ЧПГĂИĕн ĂА, 1 пай, 138 том, 4406 инв. №, 290 с.).

Ашшĕ пехилне Николай Григорьевич мĕн виличчен ăшра тытнă: тăван ялĕнче шкул пулманнипе 2 эрне хушши Тăрăна, 15 пус укçа тӳлесе, Димитрий Иванович дьякон хăй укçипе уçнă шкула çӳрет, анчах тăлăх пирки вĕренме пăрахать. Çапах та пĕлӳ илес туртăмлă Микулай хăйне хăй вĕренсе икĕ çул хушшинче çырма, вулама хăнăхать.

Каярахри пурнăçĕ тĕрлĕ ĕçсемпе çыхăннă унăн: чиркӳ хуралçире, шахтăра, патша çарĕнче, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнă. 1918 çулта тăван ялне таврăнать те сельсовет секретарĕнче ĕçлеме пуçлать, выçлăх çулĕсенче Чернигов хулинче ача çуртĕнче, стройкăра, шкулта вăй хурать. 1934 çулта Кашкăр Микулин хăлхи сусăрланать, илтми пулать. Çакăн хыççăн вăл халăх сăмахлăхне пухма пикенет, хăй те юмахсем, сăвăсем çырать, пичетлесе кăларать. Çак пархатарлă ĕçре Н.Г.Волкова чăваш çыравçисемпе тĕпчевçисем, фольклорисчĕсем хавхалантарса пыни паллă.

[тӳрлет] Пултарулăхĕ

Кирек мĕнле халăх та сăмах ăстисемпе пуян. Ĕмĕрсем-ĕмĕрсем хушшинче вĕсем те майĕпен уйрăм жанрсемпе ĕçленине палăртмалла. Çапла майпа, пĕрисене, юмах калама–хывма юратнăран, юмахçă тенĕ, теприсене–юрăçă, виççĕмĕшсене, тĕрлĕ чир-чĕртен, усал-тĕселрен сыватма е юмлама пултарнăран, юмçă-эмелçĕ ятпа хисепленĕ, тата ыт. те. Куратпăр: чăвашсем мĕн авалтанах юрăçă-такмакçăсемпе, шăпăрçă-купăсçăсемпе, юмахçă-халапçăсемпе, ташăçă-вăйăçăсемпе тата чĕлхеçĕ-вĕрӳçĕсемпе пуян пулнă.

Кашкăр Микули – çав ăстасенчен чи курăмли. Вăл – тăван халăхăмăрăн паллă юмахçи, юрăçи, çыравçи тата сăмахлăх пухаканĕ. Сăмахран, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕнче ăстаçă 1938 çулта хăй аллипе çырнă хут упранать. Ку – халăх юрăçисемпе юмахçисене шута илмелли анкета. Автор, мĕнле жанрсемпе ĕçленине кăтартакан ыйту çине, тӳрех хăйне «юмахçă» тата «юрăçă» тесе палăртнă.

Чăннипе каласан, Н.Г.Волков пултарулăхĕ — нумай енлĕ те хăйне евĕрлĕ. Çак уйрăмлăха палăртса, Илле Тукташ ун пирки çапларах каланă: «Чăвашсен паллă юмахçисемпе юрăçисем хушшинче Кашкăр Микули – чи сумлă вырăнта. Чылай ăстаçă, хăйсен репертуарĕнчи çирĕпленсе çитнĕ традицилле юмах-халапа ламран-лама ним улăштармасăр каласа хăварать пулсан, Кашкăр Микули вара, вĕсемпе танлаштарсан, авалхи халăх пултарулăхĕн еткерне çĕнĕ витĕм кӳрекен тата паянхи куна тивĕçтерекен е сăнарлакан хăйне евĕрлĕ илемлĕх мелĕсене анлă аталантарма пултаракан ăста юмахçă тата маçтăр-импровизатор шутланать».

Кашкăр Микули уйрăмах Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тухăçлă ĕçленине палăртмалла. 1941–1945 çулсенче çырăннă паллăрах хайлавĕсен шутне «Фюрерăн хӳри татăлнă», «Суккăр пăван», «Хĕвел ывăлĕ», «Ваньккан пултарулăхĕ», «Тăлăх Тимахви» юмахсем, «Çĕр ĕçлекен Ехрем», «Армянпа вырăс», «ӳсĕр çын», «Наянпа кахал» месексем (анекдотсем), «Тĕп пултăр фашист!», «Çĕнĕ гимн», «Атăл», «Çĕнтерӳ юррисем», «Пирĕн çĕнтерӳ» сăвăсемпе юрăсем, вуншар-çĕршер вак жанрсен тĕслĕхĕсем кĕреççĕ.

Асăннă хайлавсенче юмахçă фольклорти сăнарсене, сюжетсене тата мотивсене пĕлсе усă курнă. Сăмахран, «Фюрерăн хӳри татăлнă» хайлавра вырăс халăхĕн «Вакă умĕнчи кашкăр» юмах сюжечĕ тĕп вырăнта. Кашкăр Микулин юмахĕнчи «тискер те сĕлекеллĕ чĕр чунĕ» – Гитлера, фюрер пăрлă шывра хӳре татни – нимĕçсен çарне Сталинград патĕнче çĕнтернине сăнарлаççĕ. «Ваньккан пултарулăхĕ» юмахра, ав, кăтартмăшри тĕрлĕ сюжет ӳкерĕннĕ: чее ăслăлăх, чĕр чунсен чĕлхи, Вилĕмсĕр Кащей, паллаштарман тĕлĕк. Вĕсен çумне автор хăй шутласа кăларнă мотивсене хушать: сăмах-юмах совет тапхăрĕнче çуралса çирĕпленнĕ ĕç-пулăмсене сăнарлать; тĕп герой университетра пĕлӳ илет; революци пулса иртет; Ванькка тĕрлĕ техникăпа ĕçлеме вĕренет; тăван çĕрне пур тăшманран маттуррăн сыхлать. Ахальтен мар, юмахçă хайлавне «Хĕрлĕ Çара каймалла пулсан, манăн та Ванькка пек паттăр пуласчĕ», – тесе вĕçлет.

Указательте çырăнман сюжетсене те шутласа кăларать юмахçă. Тĕслĕхрен, «Хĕвел ывăлĕ» юмах. Кунти тĕп герой – Алмаз паттăр. Вăл – Хĕвел амăшĕн иккĕмĕш ывăлĕ; ăна Çĕр çинчи Хĕвел пулмашкăн çуратнă, анчах тĕрлĕ çĕлен-калтасем Хĕвел амăшне чирлеттерсе ачине вăхăтсăрах çураттараççĕ; çавна пула пулас иккĕмĕш Хĕвел çуралсанах çĕре ӳкет, çын сăнарне илет: хăвăрт ӳсет, паттăрла ĕçсем тăвать, нумай пуçлă çĕленсемпе çапăçать, халăха тăшмансенчен сыхлать; ăна çĕнĕ патшалăхăн ертӳçине суйлаççĕ; çапла майпа, Хĕвел сăнарлă пулса, пур халăха та ăшăтса, çутатса тăма пуçлать.

Н.Г.Волков хайланă сăвăсем те ăнăçлă пулса тухнă теме юрать. Тĕслĕх вырăнне илер-ха «Тĕп пултăр фашист» хайлавне. Унăн тĕп шухăшĕ – çĕр çинчен фашистсене тĕпĕ-йĕрĕпех тасатмалла. Автор халăх сăввин формипе, илемлĕх мелĕсемпе вырăнлă усă курни произведенине витĕмлĕрех те сумлăрах тăвать, пахалăхне ӳстерет. Автор шухăшлавĕ градаци (ӳссе пыни) меслечĕпе тĕвĕленнĕ: вăл фашистсене чи малтан «ураран», «алран», «сăмсаран», «пуçран» çапма, кайран «хырăмран», «чĕререн» чикме, юлашкинчен «вутпа çунтарма», «кĕлне çилпе вĕçтерме» хушать. Çапла тусан çеç фашист çĕр çинчен çухалма пултарать. Куратпăр: ку кĕвĕ чăваш халăх юмахĕсенче, тĕрлĕрен асамлă сăмахлăхра анлă сарăлнă. «Сĕлекеллĕ çĕлен», «Пухрĕ Геббельс громофон», «Комсомол», «Юлташ Сталин», «1 Май» тата ытти сăввисем те халăх юррисене çывăх.

Кашкăр Микули пултарулăхĕпе паллашсан, çапларах пĕтĕмлетӳсем тума пулать. Пĕрремĕшĕ. Вăл – халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрĕсене пухаканĕ, упраканĕ, вĕсене çитес ăрусем валли сыхласа хăвараканĕ. Иккĕмĕшĕ. Кашкăр Микули – çĕнĕ сăвă-юрă, юмах-халап хываканĕ, халăх хушшинче сараканĕ, чăваш халăхĕн паллă юмахçипе юрăçи. Фольклорăн тĕрлĕ мелĕсемпе тата меслечĕсемпе, традицилле жанр тĕслĕхĕсемпе пĕлсе те анлă усă курать вăл, çав вăхăтрах хăй çырнă хайлавсене çĕнĕ шухăшпа, кĕвĕпе, сюжетсемпе пуянлатать, киввине, хăй ăнлавĕпе тата тавракурăмĕпе килĕшӳллĕн, çĕннипе улăштарать е хушать, е çĕнĕлле йĕркелет. Асăннă хайлавсенче халăх идеалĕ авторăннипе тӳр килет: фольклорти шухăшлав та, автор ăнĕ те пĕр шайрах тăнине асăрхатпăр эпир; вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçлемесĕр автор калас тенине (авторлăха) палăртаççĕ.


[тӳрлет] Ĕçĕсем

1934 çулта ăна шалкăм çапнă. Çакăн хыççан сăвăсем, калавсем, юмахсем хайлама пуçланă. Вĕсем Шупашкарти хаçат-журналта пичетленнĕ. 1940 çулта унăн сăввисене Чăваш поэзиĕн антологине кĕртнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтенче ватă сăвăç сасси уйрăмах янраса кайнă. «Тĕп пултăр фашист!» пек сăвăсем чылай. 1947 çулта унăн «Сăвăсемпе юмахсем» кĕнеке тухнă.

Паянхи кун Кашкăр Микулин чылай юрри-сăвви, юмах-халапĕ кун çути курчĕ те ĕнтĕ. Пур пĕрех ЧПГĂИĕн архивĕнче пичетленмен 40 яхăн юмахĕ, 500-ре яхăн юррипе такмакĕ, 326 тупмалли юмахĕ тата çырусăр сăмахлăхăн шута илмен нумай-нумай тĕсĕсем упранаççĕ.

Чăваш фольклорĕн тĕрлĕ жанрĕсене пухнисĕр пуçне Кашкăр Микули хăй те çине-çинех хайлавсем калăпланă, чăннипех тăван халăхăмăрăн асĕнче сăмах ăсти пулса юлнă. Унăн çырас туртăмĕ 1930-мĕш çулсенче палăрнă: чи малтанах виçĕ сăвви 1936 çулта «Сунталта», вăрçă çулĕсенче «Илемлĕ литература» журналта пичетленнĕ. Унсăр пуçне вăл хайланă произведенисем «Фашизма хирĕç фольклор» (1941) сборникра, тĕрлĕрен хрестоматисенче, фольклор пуххисенче тата вĕренӳ пособийĕсенче кун çути курнă.


< Static Wikipedia 2008 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2007 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2006 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu

span style="font-weight: bold;">Our
"Network":



Project Gutenberg

href="https://gutenberg.classicistranieri.com">https://gutenberg.classicistranieri.com



Encyclopaedia Britannica 1911

href="https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com">https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com



Librivox Audiobooks

href="https://librivox.classicistranieri.com">https://librivox.classicistranieri.com



Linux Distributions

https://old.classicistranieri.com



Magnatune (MP3 Music)

href="https://magnatune.classicistranieri.com">https://magnatune.classicistranieri.com



Static Wikipedia (June 2008)

href="https://wikipedia.classicistranieri.com">https://wikipedia.classicistranieri.com



Static Wikipedia (March 2008)

href="https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/">https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/



Static Wikipedia (2007)

href="https://wikipedia2007.classicistranieri.com">https://wikipedia2007.classicistranieri.com



Static Wikipedia (2006)

href="https://wikipedia2006.classicistranieri.com">https://wikipedia2006.classicistranieri.com



Liber Liber

href="https://liberliber.classicistranieri.com">https://liberliber.classicistranieri.com



ZIM Files for Kiwix

https://zim.classicistranieri.com





Other Websites:



Bach - Goldberg Variations

https://www.goldbergvariations.org



Lazarillo de Tormes

https://www.lazarillodetormes.org



Madame Bovary

https://www.madamebovary.org



Il Fu Mattia Pascal

https://www.mattiapascal.it



The Voice in the Desert

https://www.thevoiceinthedesert.org



Confessione d'un amore fascista

https://www.amorefascista.it



Malinverno

https://www.malinverno.org



Debito formativo

https://www.debitoformativo.it



Adina Spire

https://www.adinaspire.com




atOptions = { 'key' : 'e601ada261982ce717a58b61cd5b0eaa', 'format' : 'iframe', 'height' : 60, 'width' : 468, 'params' : {} };

Our "Network":

Project Gutenberg
https://gutenberg.classicistranieri.com

Encyclopaedia Britannica 1911
https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com

Librivox Audiobooks
https://librivox.classicistranieri.com

Linux Distributions
https://old.classicistranieri.com

Magnatune (MP3 Music)
https://magnatune.classicistranieri.com

Static Wikipedia (June 2008)
https://wikipedia.classicistranieri.com

Static Wikipedia (March 2008)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/

Static Wikipedia (2007)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com

Static Wikipedia (2006)
https://wikipedia2006.classicistranieri.com

Liber Liber
https://liberliber.classicistranieri.com

ZIM Files for Kiwix
https://zim.classicistranieri.com


Other Websites:

Bach - Goldberg Variations
https://www.goldbergvariations.org

Lazarillo de Tormes
https://www.lazarillodetormes.org

Madame Bovary
https://www.madamebovary.org

Il Fu Mattia Pascal
https://www.mattiapascal.it

The Voice in the Desert
https://www.thevoiceinthedesert.org

Confessione d'un amore fascista
https://www.amorefascista.it

Malinverno
https://www.malinverno.org

Debito formativo
https://www.debitoformativo.it

Adina Spire
https://www.adinaspire.com