Катар
Википедири материал
Катар (араб. قطر, вуланать: ˈqɑ̱.tˁɑ̱r) — Азире вырнаçнă патшалăх.
[тӳрлет] Халăхĕ
Вырăнти арабсем шучĕ 40 %. Çапла та Пакистанран (18 %) те, Индирен (18 %), Иранран (10 %), тата ытти араб çĕршывĕсенчен тухса килнисем пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхи — араб чĕлхи, анлă сарăлнă акăлчан чĕлхи. Патшалăх тĕнĕ — ислам, суннит енлĕ, иранецсем — шиитсем. 90 % яхăн халăхĕ шĕкĕр хулара тата унăн тулашĕнче пурăнать. Кунта нефть промыçлине килекен иммигрантсем халăх шутне питĕ ӳстереççĕ.
[тӳрлет] Истори
- VII ĕмĕртенпе Араб халифатĕнче.
- XIII-XIV ĕмĕрсенче Бахрейн эмирĕсем айĕнче;
- XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче — Португали империнче, кайран — Осман империнче.
- 1916—1971 çулсенче Британи протекторатĕнче.
Тулашри политикăра Саудсен Арави енне пăхать. Катар — одно из самых «открытых» арабских сообществ. Кунта вырăнти телеканал «Аль-Джазира» ĕçлет. Укçа — Катар риалĕ. Наци уявĕ — авăн, 3 (Ирĕклĕх Кунĕ).
[тӳрлет] Çутçанталăкĕ
Çĕршывăн пĕтĕм çĕрĕ тенĕ пекех пушхир. Çурçĕрте — лутра хăйăрлă сайра оазиссемлĕ айлăм, куçса çӳрекен хăйăрсемлĕ(эолсем); çурутравăн варринче — чуллă пушхир, тăварлă вырăнĕсемпе; кăнтăрта — çӳллĕ хăйăр сăрчĕсем. Климачĕ континентлă тропиклă, типĕ. Çулла температура сайра мар +50 °C çити хăпарать. Çурутрав шыв енчен чухăн. Пĕрмай юхан шывсем çук, чылай шывне тинĕсрен кăларса тăварне уйăрса илеççĕ. Çĕр айĕнчи шыв çăлкуçĕсем тата оазиссем çурçен енче пулаççĕ. Чĕрчунсем енчен чухăн.