Дефис
Википедири материал
Дефис (лат. divisio «уйăрни, пайлани») — хăш-пĕр сăмахсен пайĕсене уйăрма лартакан, сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарнине палăртма çыракан кĕске йĕр (-). Вăл орфографи палли шутланать. Çырасса тире (—) паллинчен кĕскерех çыраççĕ.
Чăваш çырăвĕнче дефис çакăн пек чух лартаççĕ:
- мăшăр сăмахсенче — сĕтел-пукан, аш-какай, урлă-пирлĕ;
- икĕ хут калакан сăмахсенче — хĕрлĕ-хĕрлĕ, сарă-сарă, ял-ял;
- паллă ячĕсен вăйлă степень форминче — сап-сарă, кăн-кăвак;
- хăш-пĕр татăксене уйăрнă чух — -тăр (-тĕр), -и, -им, -ши, -а (-ё) — вулатăн-и? килчĕ-и? паян-и, çук-тăр.