Спенсер Эдмунд
Википедири материал
Эдмунд Спенсер, — акăлчан сăвăçи. Хăçан çурални тĕплĕн паллă мар. 1552 çулта çуралнă теççĕ. 1599 çулхи кăрлачăн 13 Лондон хулинче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Кембриджра пĕлӳ илнĕ. Пĕр вăхăт хăш-пĕр велможăсен патĕнче секретарь пулса вăй хунă. 1579-1580 çулсенче Англи çарĕнче тăнă, унта хастарлăхшăн 1587 çулта Ирландири пĕр именине ăна парнеленĕ. Ăна илсен вăл литература ĕçне пикеннĕ.
1599 çулта чухăн пурнăçпа вилнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Паллă ĕçĕсем:
- «Феясен патши» (1590);
- «Дафнаида» (элеги, 1590);
- «Жалобы» (сăвăсен пуххи, 1591);
- «Проталамион» (поэма, 1596);
- «Тăватă гимн» (поэма, 1596).
Тăхăр стиха, Спенсер строфине, шутласа кăлараканĕ. Вăд строфана кайран хăйсен сăввисенче усă курса Байрон, Шелли, Китс çырнă.