Хула
Википедири материал
Хула, — халăх пурăнакан вырăн. Унта пурăнакан çынсене хула çыннисем теççě. Ытларахран илсен хуласенче уй-хир ěçěсемпе хăтланмаççě.
[тӳрлет] Статистика
1900 çулта хуласенче 14% пурăннă, 2000 çулта 47% вара çитнě. 1994 çул пуçламăшěнче Раççейре хулла çыннисен йышě 108,5 млн. çын пулнě, е 73% пěтěм пурăнакан халăхран.
1950 çулта миллион ытла пурăнакан çын шутне 83 хула кěнě, 2000 çулта вара — 411. 2000 çулта 10 млн. яхăн пурăнакан хуласем шутне 18 хула кěнě, 2005 çулта вěсен йышě 20 çитнě.
[тӳрлет] Хула мěнрен тăрать
Хуласем пěр пěринпе çулсемпе çыхăннă, вěсем тăрăх транспорт çӳрет. Хулари çулсенчен урамсем пулаççě.
Хула районсем, микрорайонсем, промышленность районěсем, пурăнмалли массивсем çине пайланать. Хулара заводсем, складсем, пурăнмалли пӳртсем, хăна çӳрчěсем, магазинсем, кафесем, столовăйсем, ресторансем, парксем, кинотеатрсем, барсем, дискотекăсем, пульницасем тата ытти тěрлě çуртсем пур.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Халасен списокě
- Архитектура
- Урбанистика