Эсрел
Википедири материал
Эсрел, — вилĕм турри, чун илекен хаяр. Арăмĕ — Эсрехун. Вăл Леш тĕнчере те, Çут тĕнчере те çӳрет; Аслă Турăпа, Шуйттанпа, Хаяматпа çыхăну тытать. Унăн ĕçĕ — турă çырнине пурнăçласси, вăхăчĕ, е ячĕ тухнă çынна Леш тĕнчене ярасси.
Эсреле чăвашсем пуççапман, парне паман. Эсрел пуяннипе чухăна тиркеменни халăха килĕшнĕ. Çавăн пекех вăл ватти-вĕттине те тиркемест.
[тӳрлет] Сăнĕ
Чăваш халапĕсенче эсрел çавапа çӳрет. Юмах-халапра эсреле улталани час тĕл пулать. Ăна пыйтă тирĕпе улталаççĕ, тупăка хупаççĕ. Çавах та юмах вĕçĕнче Эсрел тварăнса улталанă çынсене хăйĕнпе перле илсе каять.
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |