Сизов Пётр Владимирович
Википедири материал
Сизов Пётр Владимирович, — график, СССРăн художниксен пĕрлешĕвĕн членĕ (1961 çултанпа). Етĕрне уесĕн Турхан ялĕнче 1921 çулхи утă уйăхěн 2 çуралнă. Халě вăл ял Çěмěрле районне кěрет. 1996 çулхи утă уйăхěн 6 Шупашкарта вилнě. Сизов Валентин Петровичăн ашшě.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Улатăрти ӳнерпе гравировкă шкулĕнче (1936-1940) вěреннě, Пěтěм союзăн заочлă ӳнер институтне (1968) пěтернě. 1940 çулпа 1991 çулсенче Чăваш кěнеке издательствинче ӳнерçĕ пулса ěçленě.
1990 çулта Чăваш Енĕн художник ятне панă, 1996 çулта Чăваш Республикин патшалăх премийěн лауреачĕ пулнă.
[тӳрлет] Ěçěсем
[тӳрлет] Кěнекесене илемлетни
- В. Бараевăн «Али-Батыр» (1940);
- Яков Ухсайăн «Соболевая шапка» (1947);
- Петěр Хусанкайăн «Юмахсем» (1953);
- В. Бурнаевскийăн «Море волнуется» (1957);
- К. Ивановăн «Нарспи» (1959, 1967).