Рица
Википедири материал
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Рица чи хитре ту кӳлĕ шутланать. Унăн чапě аякках кайнă. Кӳлě тусем хушшинче 1000 м çӳллěшěнче тулса ларнă. Кунта форель пулă пур, лосоç те вăлча сапма кěрет. Кӳлě патне ӳнерлě ту хушăкěпе, илемлě Бзыбь юханшыв çумěпе, Кăвак шыв сиккисемпе юнашар çул чупса пырать. Тата çӳллерех тепěр 700 м хăпарсан, Авадхар минерал çăлкуçě шыв тапса тăрать.