Рзай Виктор Ефремович
Википедири материал
Рзай Виктор Ефремович, — чăваш сăвăçи, çыравçи, тăлмачĕ. 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралнă. 1970 çулхи нарăсăн 27-мешĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлнă.
1934 çултанпа СССР ÇП членĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1914-1920 çулсенче хăйсен ялĕнчи икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. 1927-1929 çулсенче «Канаш» хаçат редакциĕн литература ĕçченĕ пулнă, «Сунтал», «Капкăн» журналсемпе «Çамрăк хреçчен» хаçат ĕçне хастар хутшăннă. 1928-1933 çулсенче Хусанта педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тутар республикин Çутĕç министерствинче тĕрĕслекен пулса ĕçленĕ. 1933 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Чăваш АССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленийĕнче вăй хунă.
1934-1944 çулсенче В. Рзай Тутар АССРĕпе Чĕмпĕр облаçĕсенчи вăтам шкулсемпе аслă шкулсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. 1944-1945 каллех пичет ĕçĕнче вăй хунă. 1945-1966 Канашри медицина училищинче тата вĕрентекенсене хатĕрлекен инститра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн кĕнекисем:
Çармăссен литературине никĕслекен М. Шкетанăн «Энегер» романне чăвашла куçарнă. Çавăн пекех С. Элкерĕн «Шурăмпуç килсен» романне вырăсла куçарнă.