Малти Хирлеп
Википедири материал
Малти Хирлеп, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ялта 61 çын (2006) пурăнать. Хирлеп юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Юнашар Кайри Хирлеп ялĕ ларать. Пĕр урам — Çыран урамĕ.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.