Ивник Иван Николаевич
Википедири материал
Ивник Иван Николаевич (чăн хушамачĕ Николаев), — сăвăç, тăлмач. 1914 çулхи нарăсăн 27 халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районне кĕрекен Çавалкас ялĕнче çуралнă. 1942 çулхи çу уйăхĕн 28 Шупашкарта вилнĕ.
1938 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкарти педагогика техникумĕнче, Хусан право институтĕнче пĕлӳ пухнă.
«Колхозник» ятлă Самар чăваш хаçачĕнче, Шупашкарта тухакан «Колхозник ялавĕ», «Пионер сасси» хаçатсенче ĕçленĕ. Тĕпчев институчĕнче те хăй вăйне хунă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăвăсем, поэмăсем, юмахсем çырнă. Унăн сăввисем çине нумай юрă кĕвеленĕ. А.Пушкин, М.Лермонтов, М.Горький, В.Маяковский, М. Исаковский, Т.Шевченко, К.Хетагуров сăввисене, вырăс халăхăн "Игорь полкĕ çинчен хунă юррине", армян халăхĕн "Давид Сасунский" эпосне чăвашла куçарнă.
Унăн çак сăвă пуххисем тухнă: