Ефимов Георгий Андреевич
Википедири материал
Ефимов Георгий Андреевич, — чăваш сăвăçи, прозаик, тăлмач. 1928 çулхи утă уйăхĕн 9 Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралнă. 2005 çулхи юпа уйăхĕн 30 Шупашкарта вилнĕ.
Ăна Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин халăх сăвăçи хисеплĕ ятсем панă, Халăхсен туслахĕн орденĕпе, икĕ хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене парнеленĕ. Вăл "Молодая гвардия" журналăн премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
К.В.Иванов ячĕлле Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи театр студийĕнчен вĕренсе тухнă. Йепреç районĕнчи куçса çурекен театр актерĕ пулса ĕçленĕ.
1948-1953 çулсенче Георгий Ефимов Мускавра А.М.Горький ячĕллё патшалăх литература институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, Чăваш Республикин Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленийĕн литература консультанчĕ пулса ĕçленĕ. 1955-1963 çулсенче — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш Республикин Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленийĕн явапла секретарĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай заведующийĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакци заведующийĕ пулнă.
Георгий Ефимов республикăн общество пурнăçне хастар хутшăннă, ĕç çыннисен депутачĕсен Шупашкар хула канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн членĕ пулнă.
Икĕ хут мăшăрланнăччĕ. Пĕрремĕш арăмĕ - Серафима Мироновна. Иккĕмĕш арăмĕ - Светлана Ефимова.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн пĕрремĕш сăввисем «Ялав» журналта 1946 çулта пичетленнĕ, 1953 çулта "Ашă туйăмсем" сăввисен пуххи тухнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ пулнипе, пысăк гражданлăхпа, сăрăсемпе кĕвĕсен тĕрлĕ енлĕхĕпе, сăнарсемпе характерсен хăйне евĕрлĕхĕпе, херӳлехпе, уйрăм лирикăпа палăрса тăнă. Георгий Ефимов талантлă çыравçă тата сăвăçă пулнă. Вăл 50 ытла кĕнеке, çав шутра сăвăсен, ачасем валли юмахсен пуххисене çырнă. Çуррине яхăн кĕнекисем вырăсла тухнă.
"Çăкăр", "Атте çĕрĕ", "Кăвак инçет", "Пурнăç утăмĕсем" тата ытти поэми уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Георгий Ефимовăн нумай сăввине Чăваш Енри кĕвĕçĕсем юрра хывнă.
2006 çулта унăн «Телейсĕр чух телейлĕскер» кĕнеки тухнă.
Сахал мар хайлавне ытти чĕлхесене куçарнă. Хăй те чăвашла нумай куçарнă.