Дерипаска Олег Владимирович
Википедири материал
Дерипаска Олег Владимирович, — Раççей усламçи, «Базовый элемент» (Никĕс элеменчĕ) компани хуçи. 1968 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Дзержинск хулинче çуралнă. Дерипаскăн пурлăхĕ — $16,8 млрд (Forbes журнал тĕпчевĕ тăрăх, 2007 çул пуçламăш тĕлне Раççей усламçисен хушшинче иккĕмĕш вырăнта вырнаçнă. Белорус халăхĕн çынни.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
4 çултанпа 11 çулчен Олег кукаçипе асатти патĕнче, Краснодар Енĕн Усть-Лаба районĕнчи Железнăй тата Октябрьски хуторĕсенче, кайран район тĕпĕнче — Усть-Лабинскра пурăннă, унтах вăтам шкула пĕтернĕ. Икĕ аслă пĕлӳ илнĕ: хĕрлĕ дипломпа М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ-ăн физика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, тата Г. В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика академинче пĕлӳ пухнă. 1994 çулта 26-çулхи Олег Дерипаска Раççейри Саян алюмини завочĕн (Хакасири Саяногорск хули) ертӳçи пулса тăрать. Раççейри чи çамрăк тĕп директор ертсе пынипе электролиз завочĕ (çĕршывра хăватлăхĕпе виççĕмĕш вырăнта) отрăслĕнче тухăçтăв, технологи шайĕпе, тухăç япала пахалăхĕ тата экологи хăрушсăрлăхĕ енĕсемпе чи лайăххи пулать.
Тепĕр виçĕ çултан постсовет таврашĕнче пĕрремĕш вертикаллă интеграциленнĕ промыçлă компани — «Çĕпĕр алюминийĕ» ушкăнне йĕркелет, унăн тĕп варĕ Саян алюмини завочĕ пулса тăрать. Малашнелле ушкăн шутне темтĕрлĕ алюмини япалисене кăларакан Раççей алюмини комплексĕн чи тухăçлă завочĕсем (пирвай алюмини кăларакан Новокузнецк алюмини завочĕ; Таджик алюмини завочĕ; алюмини прокатне кăларакан САМЕКО, Самара хули; алюмини лентине кăларакан ДОЗАКЛ, Дмитров хули, Мускав облаçĕ, апат-çимĕç фольгине кăларакан САЯНАЛ, Раççей-Итали-АПШ пĕрлĕхлĕ завочĕ; алюмини прокатне кăларакан БКМПО, Белая Калитва хули, Ростов облаçĕ) кĕреççĕ. Тепĕр виçĕ çултан Олег Дерипаска ертсе пыракан «Çĕпер алюминийĕ» ушкăн тĕнчере алюмини шăратакансен вуннăлăхне кĕрет.
Каярахпа вăл 2000 çулта туса хунă «Вырăс алюминийĕ» компани тĕп директорĕ пулса ĕçлет, çав компани Раççейре 70 %, тĕнчепе шутласан — 10 % ытла алюмини кăларать.
Олег Дерипаска — Раççей промышленниксемпе усламçăсен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, Пĕтĕмтĕнчери сутăç палатин Раççей Наци комитечĕн правлени ертӳçи, Раççей Федерацин Ертĕвĕн усламĕçлĕх Канашĕн членĕ.
[тӳрлет] Хисепĕсем
- 1999 çулта Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе Олег Дерипаскăна Туслăх орденĕпе хисепленĕ.
- 1999 çул пĕтĕмлĕхĕпе «Ведомости» хаçат ăна «Çул усламçи» ячĕпе менеджмент енĕпе мала тухнăшăн палăртнă.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
"Базовый элемент" компани тытăмĕнче Канашри вакун юсакан завочĕн 25 %-лă акци пуххи (пакечĕ).